Чăваш поэзине мухтава кăларакана сума суни

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче ытарайми сăвă-поэма авторĕ, «Аптраман таврашпа» «Тилли юррисен» хайлавçи, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çут тĕнчене килнĕ. Çак паллă кун çулленех тĕнче поэзийĕн классикне пуç тайма унăн вилтăприйĕ патне − Б. Хмельницкий урамĕнчи масар умне халăх пухăнать. Ку йăлана 18 çул каялла Владимир Степанов çыравçă пуçарса янă.
Сивĕ çанталăк та поэзие кăмăллакансене хăратаймарĕ: кăнтарлахи вун иккĕ тĕлне культурăпа ӳнер ĕçченĕсем паллă вырăна çитрĕç. Вĕсен йышĕнче поэтăн ывалĕ Атнер Хусанкай тата Чăваш патшалах гуманитари ăслăлăх институчĕн ăслăлах ĕçтешĕсем Галина Ильинапа Геннадий Дегтярёв пулчĕç. Вĕсем çакна палăртрĕç: Петĕр Хусанкай тĕнчене чăваш поэзийĕпе паллаштарас тесе чылай тăрăшнă – Çеçпĕл Мишшин сăввисене тата Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла ăнăçлă куçарнă. Вăл тăрăшнипе Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романĕ тата тĕнче поэзийĕн ытти шедеврĕсем чăвашла янраса кайнă. Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ – тăван чĕлхе пуянлăхĕпе хăватне яр уççăн кăтартакан сумлă тĕслĕх.