ТŸРĔ ЭФИРТА ЯНĂРАНĂ ДИКТАНТ (АУДИО ТАТА ДИКТАНТ ТЕКСЧĔ)

28.04.2018 11:23 | просмотров: 1969
 ТŸРĔ ЭФИРТА ЯНĂРАНĂ ДИКТАНТ (АУДИО ТАТА ДИКТАНТ ТЕКСЧĔ)

Эсир хăвăра тепĕр хут тĕрĕслĕсе пăхма ан ÿркенĕр.

 

Диктант

Тăван чĕлхе

Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ӳсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн. Чĕре кӳтсе çитсен – ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн. Тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. Эсĕ чăваш хăмли пек хăватлă та хаяр: пĕр килентерсе ÿсĕртетĕн, пĕр ылханупа пĕтеретĕн. Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă; санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ. Сан иксĕлми хăватупа таса илемӳ çултан-çул палăрсах пыринччĕ.

Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕршывра ĕмĕр ирĕклĕн янăрасамччĕ! Тайма пуçăм сана!

Сÿрĕккĕн, чунпа çунмасăр, тирпейсĕр чĕлхепе çырнă хайлав вулакан чĕрине çунтарасса кĕтме çук. Ун пек япала халăха илемлĕ литературăран пистерме-сивĕтме çеç пулăшать. Тăван чĕлхене пĕтĕм чунтан, Çеçпĕлле, юратма, халăх пултарулăхĕнчи ахах-мерченĕн йăлтăракан сăмахсене тимлесе пуçтарма пĕлмен çыравçă нихçан та чăн-чăн пысăк художник, халăх юратакан писатель пулаймĕ.

Кирек мĕнле чĕлхене те халăх тăвать, чĕлхе ăстисем вара унпа хăйсене кирлĕ пек, хăйсем пултарнă таран усă кураççĕ.

А. Артемьев çырнисенчен.

(ячĕсĕр 173 сăмах)

Прикрепленные файлы

ДИКТАНТ ВУЛАНИ.mp3 86.55 Mb | загрузили: 1476