ПӖТӖМ РАҪҪЕЙРИ ҪИМӖК

21.06.2017 13:57 | просмотров: 2354
ПӖТӖМ РАҪҪЕЙРИ ҪИМӖК

Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле.

Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ.

Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла.