Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине Мускавра паллă туни

10.10.2024 13:56 | просмотров: 395
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине Мускавра паллă туни

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мускавра, Литераторсен тĕп çуртĕнче (ЦДЛ), Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Чĕре йыхравĕ» ятлă уяв иртрĕ. Уява Мускавра пурăнакан чăвашсем, Шупашкартан килнĕ делегаци, ытти хăнасем хутшăнчĕç.

Раççейри писательсен союзĕн председателĕ Н.Ф. Иванов Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ чăваш литературишĕн çеç мар, пĕтĕм çĕршыв литературишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. ЧР культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Т.В. Казакова поэтăн юбилейне халалласа ирттернĕ ĕçсене тишкерчĕ. Наци библиотекин директорĕ Р.М. Лизакова, библиотека ĕçченĕсем Г.П. Соловьева тата Т.М. Баймушкина, Шупашкарти Çеçпĕл Мишшин музейĕн ертÿçи А.В. Андреева поэтăн эткерлĕхĕ паянхи кун еплерех упранни пирки каласа пачĕç, юбилейе халалланă выставкăпа тата çĕнĕ кĕнекепе паллаштарчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.В. Никифорова Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, чăваш литературинчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пирки доклад турĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕн артисчĕсем «Ҫӗн Кун Ачи» пьеса сыпăкĕсене кăтартрĕç (авторĕ – М. Карягина).

У. Эльмен, М. Карягина, С. Гордеева çыравçăсем, тата ытти пухăннă хăнасем поэтăн паянхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕç, ирĕклĕ микрофон умĕнче поэтăн сăввисене вуларĕç. Уява хутшăнакансем пурте Çеçпĕл Мишши поэзийĕн чăваш халăхне пĕрлештерме пултаракан хăвачĕ пуррине, ун сăввисен тарăнлăхĕ пире паян та тĕлĕнтерме пăрахманнине палăртрĕç.

Фотографии