«ЭПӖ ПӖЧӖКҪӖ ЧӐВАШ – 2018» ҪӖНТЕРӲҪИСЕНЕ ЧЫСЛАРӖҪ

27.04.2018 11:22 | просмотров: 2019
«ЭПӖ ПӖЧӖКҪӖ ЧӐВАШ – 2018» ҪӖНТЕРӲҪИСЕНЕ ЧЫСЛАРӖҪ

 

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» конкурса «Шкулта» интернет-журнал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, ЧНК, Чӑваш наци радиовӗ тата Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ пӗрле йӗркеленӗ. Ӗҫсене нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен йышӑннӑччӗ. Ун хыҫҫӑн тӳре комиссийӗ ӗҫсене хакласа мала тухнисене палӑртрӗ. Кам-кам мала тухнине унччен пӗлтернӗччӗ. Шӑп та лӑп вӗсене парнесемпе хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ те.

Чыслакансен йышӗнче Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш наци конгресӗн Президиум членӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова, наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Надежда Егорова, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар (Николай) Плотников пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене картинӑсемпе, кӗнекесемпе тата ытти парнесемпе чысларӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи ачисем вара хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Сӑмах май конкурса хутшӑннӑ ачасем те сӑвӑ каласа пачӗҫ. Хӑш-перине итлеме уйрӑмах кӑмӑллӑ пулчӗ.

Аçтахар Плотников

 

Ытти фотосем (143 ÿкерчĕк)  => çакăнта

Фотографии