ЧӐВАШ КӖНЕКЕ ИЗДАТЕЛЬСТВИНЧЕ ИВАН ЯКОВЛЕВӐН «УҪӐЛМА ТУХНӐ ШӐШИ ҪУРИ» КӖНЕКИ ПИЧЕТЛЕННӖ

27.04.2018 10:41 | просмотров: 1864
ЧӐВАШ КӖНЕКЕ ИЗДАТЕЛЬСТВИНЧЕ ИВАН ЯКОВЛЕВӐН «УҪӐЛМА ТУХНӐ ШӐШИ ҪУРИ» КӖНЕКИ ПИЧЕТЛЕННӖ

«Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 170 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пӗчӗк вулакансем валли парне хатӗрлерӗ – И.Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури. A little mouse on a walking tour» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Кӑларӑма икӗ чӗлхепечӑвашла тата акӑлчанлахатӗрленӗ. Акӑлчанла Вячеслав Платонов куҫарнӑ», — Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова.

Вӗрентекенӗмӗр пултарулӑхӗпе унччен паллашнисем хайлавсенче Иван Яковлев халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑ усӑ курнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ.

Галина Никитина

Хыпар çăлкуçĕ: Чăваш халăх сайчĕ