«Ыр-усал халапĕсем. Былички» кĕнеке пичетленсе тухрĕ

19.02.2024 10:05 | просмотров: 430
«Ыр-усал халапĕсем. Былички» кĕнеке пичетленсе тухрĕ

Чăваш халăх сăмахлăхĕ тĕлĕнмелле пуян. Туй мешехи хăех мĕн тери интереслĕ – туй арăмĕсен юрри, хĕр хӳхлевĕ, саламалик, çĕнĕ мăшăра пиллени... Çут тĕнчене çĕнĕ чун килсенех ăна пил сăмахĕсемпе кĕтсе илеççĕ, сăпка юрри ĕнĕрлесе çывратса яраççĕ, ӳсерехпе юмах юптарса параççĕ. Ăс вĕрентнĕ чухне ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене аса илеççĕ. Çул çитсен каччă юлташĕсемпе салтак юрри юрласа хĕсмете тухса каять. Чăннипех те, пурнăçри кашни лару-тăру валли вырăнлă сăмах-пуплев пур чăвашăн.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмăн чăвашла-вырăсла тухакан тăваттăмĕш томĕ – «Ыр-усал халапĕсем. Былички» (1-мĕш кĕнеке) – кун çути курчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенсем – Галина Ильинапа Елена Федотова филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем, вырăсла куçараканĕ – Алексей Леонтьев истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, редакторĕ – Надежда Вечеркина. Кăларăма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн (ЧПГĂИ) Ăслăлăх канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн пичетленĕ.

Кĕнекене уйрăм çын вăрманти, килти, шыври, мунчари, картишри-витери тата ытти мифла сăнарсемпе тĕл пулни çинчен калакан анлă сарăлнă халапсен сюжечĕсем кĕнĕ. Вĕсем чăвашсен авалхи тĕн ĕненĕвĕ, мифла тĕнчекурăмĕ çинче никĕсленеççĕ. Текстсен содержанийĕ мифла сăнар тавра йĕркеленсе пырать, тĕлпулу саманчĕн синкерлĕхне палăртать. Умсăмахра Галина Геннадьевна терминологи ыйтăвĕсене хускатать, асăннă халапсен çăлкуçĕсене, тытăмĕпе пĕлтерĕшне, ушкăнĕсене тĕпчет. Ыр-усал халапĕ тесе уйрăм çын е унăн тăванĕсем, паллаканĕсем пĕр-пĕр усал-тĕселпе куçа-куçăн тĕл пулни çинчен калакан халапсене калаççĕ. Ку йышши халапсен никĕсĕнче – авалхи çыннăн тĕрлĕ тĕшмĕшле ĕненĕвĕ. Вырăс фольклорĕнче вĕсене палăртма «суеверный рассказ», «быличка» терминсемпе усă кураççĕ-мĕн. Чăваш фольклорĕнче кунашкаллисем йышлă пулнине палăртать Г. Ильина. «...ку жанрăн обществăри хутшăнусене йĕркере тытас хăйне евĕрлĕ функцийĕ те пур. Тĕслĕхрен, хăйне йĕркеллĕ тытнă чухне çынна Арçури те, Вĕре çĕлен те, ытти усал-тĕсел те тапăнмаççĕ, сăтăр тумаççĕ», – тет вăл.

Пĕр халапĕпе паллашар-ха: «Кашни çыннăн килĕнчех çĕлен пурнать тет. Вăл çынсене нушаран сыхлать, пушартан сыхлать тет. Пĕррехинче, ĕлĕкрех, аннесем хĕр чухне, каçхине вăйăран килнĕ. Çулпа çĕлен шуса пынă тет. Ирхине çав тĕлте кил çунса кайнă тет. Вĕсем пушар пулассине пĕлеççĕ тет те тухса каяççĕ тет çав килтен.

Çĕленсене вĕлерсен килте виле пулать тет. Вĕсене вĕлерме юрамасть тет». Кунта халăхăн тĕшмĕшле ĕненĕвĕ те, асăрхаттарăвĕ те палăрать. Вăйăран таврăннине асăнни яш-кĕрĕм пурнăçне кăтартса парать. Чăвашсем тăвакан кулленхи ĕçсем – тырă вырни, выртма, мăйăр татни, вăрманта вутă касни, пушăт сӳни, пулă тытни, сунарта çӳрени – ытти текстра та ӳкерĕнсе юлнă. Çавăн пекех чӳк туни, туй, виле пытарни, асăну йăлисем çинчен каланисем пур.

Халăх сăмахлăхĕнче Арçурине чăнласах курнине ĕнентерекен текст та йышлă иккен. Тĕслĕхрен: «Арçурин томтир полать тет; çав томтире топса тăхăнсан çынна никам та кораймас тет, о вара таçта та япала кĕрсе илме полтарать тет, – пĕр пус окçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă тет те çывăрма выртнă тет. Хăй выртнă чохне пĕр Арçури пычĕ тет ăшăнма, томтирне астумасăр хăварнă тет.

Ко çын çав тумтире тăхăнса темле макаçăсенчен кĕрсе тавар илсе тохса тем пик пуйса кайнă тет. Тулккĕ хывса пăрахма йорамас тет о томтире. Çав çын пĕре холаран тавăрннă чохне пит ăшă полса орапа çине хывса хонă тет те çавра çил пычĕ тет вĕçтерсе те Арçури томтирне вĕçтерчĕ кайрĕ тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топимас тет çав томтире». Асăрхарăр пулĕ, текста литература чĕлхипе çырман. Пухса хатĕрлекенсем вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене туллин сыхласа хăварма тăрăшнă, диалектизмсемпе сайра тĕл пулакан сăмахсене ăнлантарса панă.

«Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмăн тăваттăмĕш томĕн «Ыр-усал халапĕсем. Былички» ятпа тухнă пĕрремĕш кĕнекине пĕтĕмĕшле 461 текст кĕнĕ, çав шутра ЧПГĂИ Ăслăлăх архивĕнче упранакан çак таранччен пичетленмен алçырусенчен – 286, пичетленнĕ ĕçсенчен суйласа илнисем – 171. Çырса илнисенчен ытларах пайĕ алçыру хальлĕн ЧПГĂИ Ăслăлăх архивĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх архивĕнче, Чĕмпĕр облаçĕн Патшалăх архивĕнче упранать. Тĕпчевçĕсем ытти çăлкуçпа та усă курнă. Асăннă томăн иккĕмĕш кĕнекине кăçал пичетлесе кăларма палăртнă. Унта уйрăм çын леш тĕнчери тĕрлĕ усал-тĕселпе тĕл пулни çинчен калакан халапсем кĕрĕç.

«Ыр-усал халапĕсем. Былички» кăларăм филологсемшĕн, этнографсемшĕн, этнологсемшĕн, чăваш халăхĕн сăмахлăхĕпе, аваллăхĕпе тата культурипе кăсăкланакансемшĕн усăллă пулĕ.

Ольга ИВАНОВА 

Чувашское книжное издательство