ЧӐВАШ ДИКТАНЧӖН СӐН-СӐПАЧӖ 5-МӖШ КУРС СТУДЕНТКИ ПУЛӖ

12.04.2018 12:11 | просмотров: 1987
ЧӐВАШ ДИКТАНЧӖН СӐН-СӐПАЧӖ 5-МӖШ КУРС СТУДЕНТКИ ПУЛӖ

 

Александра Прокопьева

Александра Прокопьева

Чăваш халăх сайчĕ пĕлтĕрнĕ тăрăх, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцин сӑн-сӑпачӗ пулма И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткине Александра Прокопьевӑна суйланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне диктанта хатӗрлекен йышӑну комиссийӗн пайташӗсем пӗлтерчӗҫ.

Александра Прокопьева асӑннӑ университетӑн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн 5-мӗш курс студентки. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Гороскоппа — йӗкӗреш.

 Виҫӗмҫул вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе «ЮНЭКО» форумра ҫӗнтернӗччӗ. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать: Тӑрмӑш хӗрӗ 2017 ҫулта Шупашкарта иртнӗ «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» конференци-фестивальте те палӑрнӑ.

Пӗлтӗр ку тивӗҫе пурнӑҫлама наци радиовӗн дикторне Мария Самделовӑна суйланӑччӗ.

Аçтахар Плотников

Хыпар çăлкуçĕ: Чăваш халăх сайчĕ