САЙТА ЧӐВАШЛА ТЫТСА ПЫРАС ЫЙТУ ТУЛАШРИ ЖУРНАЛИСТСЕНЕ ТЕ РЕСПУБЛИКӐРИСЕНЕ ТЕ КӐСӐКЛАНТАРНӐ

24.03.2018 22:47 | просмотров: 1939
САЙТА ЧӐВАШЛА ТЫТСА ПЫРАС ЫЙТУ ТУЛАШРИ ЖУРНАЛИСТСЕНЕ ТЕ РЕСПУБЛИКӐРИСЕНЕ ТЕ КӐСӐКЛАНТАРНӐ

САЙТА ЧӐВАШЛА ТЫТСА ПЫРАС ЫЙТУ ТУЛАШРИ ЖУРНАЛИСТСЕНЕ ТЕ РЕСПУБЛИКӐРИСЕНЕ ТЕ КӐСӐКЛАНТАРНӐ  (Семинара студентсем те кӑсӑкланса итлерӗҫ)

 И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн аудиторийӗсенчен пӗринче «Хаҫат сайтне чӑвашла тытса пырасси: чӑрмавсене сиресси» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗ пӗрле йӗркеленӗ.

Сайтсене чӑвашла йӗркелеме тата тытса тӑма вӗрентессине Аҫтахар Плотников пӗр пуссӑрах йӗркелерӗ. Семинара итлеме Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатран та, Тутарстанри «Сувартан» та ҫитнӗччӗ. Унсӑр пуҫне ку тема республикӑра тухса тӑракан район хаҫачӗсене те кӑсӑклантарни палӑрчӗ — Муркаш, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар район хаҫачӗсенчен килнӗччӗ.

Чӑваш халӑх сайтне 13-мӗш ҫул ӗнтӗ хӑй тӗллӗн, патшалӑх укҫисӗр тытса тӑракан Аҫтахар Плотников чӑваш чӗлхиллӗ сайтсене аталантарма паян нимӗнле чӑрмав та ҫуккине пӗлтерчӗ. Программҫӑ пулнипе ҫеҫ мар, тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн вӑл тӑван чӗлхеллӗ ресурса — сайта — аталантарма пуҫланӑ. Функционал енчен сайт пуян пулин те халӑха илӗртес енӗпе ку ҫителӗксӗр пулнине каларӗ. Информацие кӑсӑклӑ, вулакана интереслӗн хыпарласси — сайта кӗрекенсен йышне ӳстерме пултаракан чи пӗлтерӗшлӗ утӑмсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ Николай.

Таисия Ташней

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "ЧӐВАШ ХАЛӐХ САЙЧӖ"