«ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2018» ПИРКИ

20.03.2018 23:45 | просмотров: 2437
«ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2018»  ПИРКИ

Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртме тивĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.

Тĕллевсем:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Çак ĕçе ытларах хăй çине илнĕ май, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи диктант тексчĕн конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерет. Чăвашлăх анинче ятарласа вăй хуракансем яваплăха туйса хутшăнма пултараççĕ. Кашниех хамăр халăхăн пултаруллă вăйне кăтартма тивĕç. Текстра 160 яхăн сăмах çеç пулмалла.

Ятарлă комисси ячĕпе килнĕ ĕçсене çырупа е электронлă почтăпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне çитерме ыйтатпăр.

Конкурсĕ ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен пырать.

Адрес: интернет сайт: http://www.chgign.ru

Тел.: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26; e-mail: human2000@yandex.ru

428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 29/I, ЧПГĂИ. Йĕркелÿ ушкăнĕ.