ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2018

19.03.2018 14:37 | просмотров: 2315
ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ – 2018

 

 

ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ 2018

 

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртмелле. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

 

ТĔЛЛЕВСЕМ:

− тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

 

АКЦИЕ ИКĔ ТĔРЛĔ ХУТШĂНМА ПУЛАТЬ.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: total.dictant.2014@yandex.ru

2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш аудитори) тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) 13.00 сехетре пуçланать.

 

Диктант çырма кăмăл тунисен çыру (заявка) total.dictant.2014@yandex.ru адреспа çак формăпа:

  1. Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят.
  2. Миçе çулта?
  3. Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар).
  4. Ăçта çырасшăн – Шупашкарта-и е пурăнакан вырăнта-и?

 

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) ирттереççĕ.

 

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем: 8(8352) 45-02-58 (Долгова А.П., Кузнецов А.В.), 8(8352) 45-99-96 (Петрова С.В.), 8(8352) 62-61-49 (Денисова Т.В.).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://chgign.ru адреспа тупма пулать.