Прокопьева Римма. Кашни чăваша кирлĕ кĕнеке // Халăх шкулĕ. 2022. 1№.

17.02.2022 16:43 | просмотров: 1230
Прокопьева Римма. Кашни чăваша кирлĕ кĕнеке // Халăх шкулĕ. 2022. 1№.

Нумаях пулмасть кĕçĕн ывăлăм пач кĕтмен ыйту парса тавлашу çуратрĕ. «Чăваш чĕлхи пĕтсен эсĕ мĕн тăватăн?» - ыйтрĕ вăл. «Нимĕн те, маншăн тăван чĕлхе вилĕмсĕр», - хуравларăм эпĕ. «Çапах та хăçан та пулсан вилетех вĕт-ха вăл», - çине тăчĕ акăлчанла та калаçма хăнăхса пыракан шкул ачи. «Маншăн нихăçан та вилмест, мĕншĕн тесен эпĕ пурăннă чух çут тĕнчепе яланах чăвашла калаçăп: cap хĕвел те маншăн йăл-йăл кулĕ, шывĕ те шăнкăр-шăнкăр юхĕ, çилĕ те вăштăр-вăштăр вĕрĕ...».

Ывăлăма ăнланатăп-ха, мана пачах та килĕшмен ку ыйту унăн ытахальтен çуралман: тантăшĕсем чăвашла калаçмаççĕ. Калаçаканнисем те... Пĕррехинче хамăр ял ачиех мана: «Кур-ха, дятел!» - тесе çăка тăрринелле тĕллесе кăтартрĕ. Тӳсеймерĕм: «Чăвашла мĕнле пулать-ши ку кайăк ячĕ?» - тесе ыйтрăм. Пĕлмест иккен. Тепрехинче тата пакша сăмах мĕне пĕлтернине чухлайман шĕвĕрккепе те тĕл пулма тӳр килчĕ. Ку пĕчĕк тĕслĕхсемех ял ачисем те тăван чĕлхене питĕ япăх пĕлнине çирĕплетеççĕ. Хамăр та, аслăрах ăрурисем, чăваш чĕлхин иксĕлми пуянлăхĕпе туллин усă кураятпăр-и-ха, кайăк-кĕшĕксемпе ӳсен-тăрансен чăн чăвашла ячĕсене куллен калаçмалăх та пулин пĕлетпĕр-и-ха?

Пĕрре çапла ĕçтешĕм, куçару ĕçĕпе аппаланса лараканскер, зимородок чăвашла мĕнле пулнипе кăсăкланчĕ. Шел те, эпĕ пĕлеймерĕм, вырăсла ятне калькăласа: «Хĕл кайăкĕ мар-ши?» - тесе тĕшмĕртем пек пултăм. Игнатьевăн 1993 çулта тухнă словарĕнче вара çак кайăка хĕл чĕппи тесе палăртнă иккен. Капла куçарни те килĕшӳллех мар пек туйăнчĕ те, Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче ĕçлекен паллă чĕлхеçĕ патне шăнкăравласа пĕлес терĕмĕр. Геннадий Анатольевич Дегтярёв, пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнăскер, телефонпа калаçнипе кăна çырлахмарĕ, хăйĕн шухăшне çырса та хыпарларĕ: «Наукăри ячĕ - пулăç кайăк, халăхра кăвакша теççĕ». Пĕр-пĕр сăмаха чăн чăвашла тĕрĕс куçарас тесе миçе хутчен чăрмантарман-ши словарь ăстине?! Вăл вара вăхăт çук е пĕлместĕп тесе нихăçан та хирĕçлемен, халĕ акă пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ лексикографи ĕçĕ пурнăçлама пултарчĕ. Кунта ӳстерсе калани па­чах та çук. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх канашĕ сĕннипе пичетленнĕ «Тематический диалектологический словарь чувашского языка: названия животных и растений - Чăваш чĕлхин тематикăлла диалектологи словарĕ: чĕрчунпа ӳсен-тăран ячĕсем» кĕнеке тăван чĕлхене лайăхрах пĕлме ăнтăлакан кашни чăваша куç пек кирлĕ.

Статьяпа хушса панă файлра тĕплĕн паллашма пулать.