Долгова А.П. Хапăл тăвăр: çĕнĕ словарь кун курчĕ // Халăх шкулĕ. 2022. 1№.

17.02.2022 16:35 | просмотров: 1113
Долгова А.П. Хапăл тăвăр: çĕнĕ словарь кун курчĕ // Халăх шкулĕ. 2022. 1№.

Чăваш словарĕсен йышне çĕнĕ кăларăм хушăнчĕ. 2021 çул вĕçĕнче М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă «Чăвашла-вырăсла словарĕн» пĕрремĕш томĕ кун курчĕ. Иккĕмĕш том 2022 çулта тухмалла. Икĕ пайра пĕтĕмпе 30 пин ытларах сăмахпа сăмах майлашăвĕ çинчен калакан статья пулĕ.

Пирĕн хисеплĕ лексикограф Михаил Иванович Скворцов хăй ĕмĕрĕнче икĕ теçетке ытла словарь калăпласа кăларма пултарчĕ. Вĕсен шутĕнче ушкăнпа е тепĕр авторпа хатĕрленисем те пур; хăй тĕллĕн хайланисем те чылай - икĕ томлă «Вырăсла-чăвашла словарь», «Вырăсла-чăвашла общество-политика словарĕ», «Социаллă сăмахлăхăн вырăсла-чăвашла сло­варĕ», вĕренекенсем валли кăларнă чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарьсем т. ыт. те. Калăпăшĕпе пысăках мар «Вырăсла-чăвашла тата чăвашла-вырăсла словарь» вара темиçе кăларăмпа та тухма ĕлкĕрчĕ.

Словарь ĕçĕн чăн-чăн ăстиччĕ хисеплĕ аслă ĕçтешĕмĕр. Халь тухакан сăмах пуххине вăл пурнăçĕн юлашки 30-40 çулĕнче ырми-канми пуçтарса пычĕ. 2012 çулта икĕ пайлă вырăсла-чăвашла пысăк слова­ре халăх çине кăларсанах çĕнĕлле йĕркеленĕ чăваш словарьне çырма пуçăнчĕ. Ӑна хатĕрлесе çитернĕпе пĕрехчĕ, анчах та кĕнекене кăларса алла тытса кураймарĕ ăсчахăмăр. Пичете ку словаре Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем хатĕрлесе çитерчĕç.

Эпир паян кунчченех усă куракан пысăк чăвашла-вырăсла словарь 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тухнă (унăн ăслăлăх редакторĕ те М.И. Скворцовах пулнă), хатĕрлеме вара ăна, паллах, маларах тытăннă. Эппин, унта сăнланса юлнă чĕлхен пурнăçĕн тăршшĕ çур ĕмĕре çитрĕ теме те пулать. Самана вара çак тапхăрта самаях улшăнчĕ. Çĕнĕ пулăмсемпе, çĕнĕ ăнлавсемпе пĕрле çĕнĕ сăмахсем çуралчĕç, хăшĕ-пĕрисем кивве юлчĕç. Тепĕр чухне тата манăçа тухма пуçланă сăмах тавраш каялла таврăнни те пулчĕ. Çаксене пурне те шута илнĕ çĕнĕ словарьте ун авторĕ: экономикăпа обществăри çĕнĕлĕхсене палăртакан ăнлавсене, компьютер технологийĕпе информаци анлăшĕнчи çĕнĕ терминсене, тĕнпе православи йăли-йĕркипе çыхăннă сăмахсене тата ыттине те май килнĕ таран туллин пама тăрăшнă. Тепĕр уйрăмлăх - словаре халăх ячĕсене йышлăн кĕртни. Пайăр ятсене те хальчченхи пек уйрăм списокпа мар, ытти сăмахсемпе пĕрлех кĕртнĕ, вĕсемпе усă курнин тĕслĕхĕсене те пама тăрăшнă.

Статьяпа хушса панă файлра тĕплĕн паллашма пулать.