Смирнова Надежда. Людмила САЧКОВА: Роман çырасси çирĕп вĕрен явассипе танах // Хыпар. 2022. 13 (27892) №.

Людмила Сачковăн ятне тĕрлĕ ӳсĕмрисем пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхипе литературин учебникĕсенче унăн «Шăпăрлан», «Эсĕ кайрăн та…» пьесăсен, «Чĕкеçĕм, чĕкеç» повеçĕн сыпăкĕсем, «Пасара кайсан», «Кĕтӳ хăваланă чух», «Оля-Улькка», «Ăмсану», «Çиçĕм Натюш», «Пыра ларнă çăкăр», «Тилĕ яла килни» тата ытти калавĕ пичетленнĕ. Аслă ăрурисем унăн «Ытарайми куçсем», «Ăс-хакăл хăвачĕ», «Сиксе юхать хула çырми» тата ытти нумай кĕнекине вулаççĕ. Иртнĕ çул Людмила Николаевна вăтам çулти ачасем валли «Çиçĕмпе туслашни» кĕнеке кăларчĕ. Çĕнĕ тата маларах çырнă произведенисем пирки вĕсен авторĕпе калаçрăмăр.
Проза — жанрсен аслашшĕ
— Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр, çавăнпа сана начар мар пĕлетĕп. Анчах çыравçă ĕçĕ пирки ыйтса пĕлмелли пайтах. Кала-ха: проза саншăн юратнă жанр-и?
— Çапла. Сăвă çыркаласа пăхнă, мана тек илĕртмерĕ вăл. Драматургипе те аппаланкаланă, ку жанр та чуна çывăхах маррине туйрăм. Прозăпа малтанах çырнă, халĕ акă хайланăçем хайлас килет, чуна кăтăкласах тăрать. Çырнă чухне те савăнса çыратăп, кĕнеке тухсан пушшех хĕпĕртетĕп.
— Эсĕ калавсем, повеçсем çыраттăн, роман çырма ăçтан шут тытрăн?
— Калавĕсемпе повеçĕсене халĕ те шăрçалатăп. Пĕлтĕр кун çути курнă «Çиçĕмпе туслашни» кĕнекене вунă калавпа пĕр повеç кĕнĕ. «Шашкăлла выляни», «Шампик», «Чакаксем йăва çавăрни» тата ытти калаври персонажсем çут çанталăкăн тĕлĕнмелле тупсăмĕсене тупма ăнтăлаççĕ, пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçасшăн. Ӳссен вĕсем ăсчахсем, космонавтсем, тĕпчевçĕсем пуласшăн. «Хир курма кайни», «Хырлăхра», «Пăши», «Çырла хушшинчи çĕлен» калавсенче çамрăк вулакансем тăван тавралăхăн ытарми илемлĕ çут çанталăк пархатарне туйса илеççĕ, çакă йăлтах куç умне чĕррĕн тухса тăрать… «Илĕртӳллĕ тӳпе айĕнче» повеçре вара пиллĕкри Энтрин чун пуянлăхĕ, çивĕч ăс-тăнĕ тыткăна илет…
Истори хăй килчĕ
— «Çиçĕмпе туслашни» калавунта та çут çанталăкăн хăватлă вăйне пĕлме ăнтăлакан хĕрача сăнарĕ асра юлмалла чĕрĕ пулса тухнă. Çапах роман патнех таврăнар-ха.
— Пысăк калăпăшлă произведенисене çыравçăсем ытларах чухне тăван тăрăхри пулăмсене тĕпе хурса çыраççĕ. Роман çырас шухăш пуçра тахçанах явăнатчĕ. Пĕррехинче, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче, пирĕн ялти К.Лекарев тавра пĕлӳçĕ /хăй вăхăтĕнче чылай хушă шкул директорĕнче ĕçлерĕ/ мана чĕнсе илчĕ те: «Эпĕ хамăр ялăн историне тĕпчетĕп, нумай архивра пултăм — Мускавра Патшалăхăн документлă акчĕсен тĕп архивĕнче, Хусан, Чĕмпĕр, Шупашкар архивĕсенче хамăр ял çинчен мĕн пуррине йăлтах тишкертĕм. Пирĕн ялăн /Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт/ историйĕ питĕ пуян. Атя-ха, иксĕмĕр пĕрле историллĕ роман çырар», — терĕ. Эпĕ аптăраса кайрăм: ун чухне чылай çамрăкчĕ, ăсталăхăм та çителĕксĕрччĕ. Чăвашрадиора ĕçлеттĕм, вăхăт та сахалччĕ, вĕçĕмех командировкăсене çӳреттĕм… Хутшăнаймарăм çав ĕçе.
— Халĕ ӳкĕнместĕн-и?
— Питĕ ӳкĕнетĕп. Тепре те пырса калаçрĕ, ялăн авалхи масарне илсе кайса кăтартрĕ. Унти пĕр вил тăпри çинче чул палăк пур. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Хусан археологĕсене чĕнсе илсе çав масара чавтарнă вăл. Чул юпа айĕнче шпорăллă атă тăхăннă салтакăн виллине тупнă. Кун пирки ятарлă справка çырса панă, халĕ вăл шкул музейĕнче упранать. Анчах эпĕ каллех сăмах параймарăм, хамăн чунра çавăн пек хăват пуррине ĕненмерĕм… Пурăна киле вăл тавра пĕлӳ кĕнекисене кăларчĕ. Эпĕ темиçе ярăм радиопередача хатĕрлерĕм. <...>
