«Чăвашкино» Праски Витти çинчен фильм ÿкерет

19.08.2021 10:55 | просмотров: 1150
«Чăвашкино» Праски Витти çинчен фильм ÿкерет

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш халăх художникĕ Праски Витти çуралнăранпа 85 çул çитĕ. Çавна май «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ Виталий Петровичăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен документлă фильм ÿкерме палăртнă.

Фильмăн режиссерĕпе сценарисчĕ – Алексей Енейкин. Паянхи кун фильм ÿкерекен ушкăн Вăрнар районĕнче – художникăн тăван тăрăхĕнче – ĕçлет.

Праски Витти ĕçĕсем çĕршыври тата чикĕ леш енчи куравсенче вырăн тупнă. Вăл пĕтĕм тĕнчери куравсен лауреачĕ. Унăн ĕçĕсем архитектурăпа çыхăннă. Вăл республикăри ÿнерçĕсенчен чи малтан эмаль техникипе ĕçлеме тытăннă, çитĕнÿсем тунă. Унăн картинисенче – халăхăн историйĕ, хальхи пурнăçĕ, культури. Праски Виттин ĕçĕсем Чăваш Республикинчи, Раççейри, Бельгири, Болгарири, Германири, Венгрири, Грецири, Америкăри, Словакири, Францири тата ытти çĕршыври музейсенче упранаççĕ.

Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

 

"Хыпар" хаçат