Литта Маргарита. Нурлатри чăвашсем историе кӗрсе юлӗҫ // 2021. - Июль (утӑ), 9. - 26 (7518) №. - С. 8.

10.08.2021 10:51 | просмотров: 1195
Литта Маргарита. Нурлатри чăвашсем историе кӗрсе юлӗҫ // 2021. - Июль (утӑ), 9. - 26 (7518) №. - С. 8.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн наука ӗҫченӗсен пирӗн районти наукăпа тӗпчев экспедицийӗ ăнăҫлă вӗҫленчӗ. Унта Галина Ильина, Евгения Сергеева, Ирина Семенова тата Любовь Бушуева ăсчахсем хутшăнчӗҫ.

Киклӗпуҫ, Пӗчӗк Хăмăшлă, Чăваш Менчи, Салтакьел, Якаел, Тӗкӗрмел, Сосновка, Ялавăр, Пӳлеркӳл – экспедици маршрутне кӗнӗ кашни ялта ăсчахсем хăйсене кăсăклантаракан темăсем тăрăх пысăк ӗҫ ирттерчӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен, йăла-йӗркесемпе паллашрӗҫ, иккӗмӗшӗнчен, авалхи юрă-кӗвӗсене итленӗ май тӳрех нотисене те ҫырса пычӗҫ, виҫҫӗмӗшӗнчен, чăвашсен вилтăприсене тӗпчерӗҫ тата ытти те. Экспедицие пӗтӗмлетнӗ хыҫҫăн коллективлă монографи пичетленсе тухӗ. Ăна ТР Наукăсен академийӗн Чӗлхепе литература тата истори институчӗн „Тутарстанри халăхсен культурин калейдоскопӗ“ проектне тӗпе хурса хатӗрлеҫҫӗ. Хальхи вăхăтра ҫакăн пекех экспедицисем республикăри удмуртсем, марисем, мăкшăсем тата ытти халăхсем йышлă пурăнакан районсенче те иртеҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле Нурлатри чăвашсем те историе кӗрсе юлӗҫ. Пирӗн вара Шупашкарти ăсчахсене чăннипех те мӗнпе тӗлӗнтермелли пурччӗ.
 

Маргарита Литта,
Г. Терентьевӑн сӑн ӳкерчӗкӗсем

Статьяпа тĕплĕнрех хушса панă файлра паллашма пулать.

Литта Маргарита. Нурлатри чăвашсем историе кӗрсе юлӗҫ // 2021. - Июль (утӑ), 9. - 26 (7518) №. - С. 8.