Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

11.06.2021 10:57 | просмотров: 1655
Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ.

Е. Рожанский – чăвашсен кириллицăна тĕпе хунă çырулăхне йĕркелесе яраканĕ, чĕлхе грамматикине çыраканĕ, чăваш публицистикине тата очерк литературине никĕслекенĕ. 1788 çулта вăл чăвашла «Кĕске катехизис» куçарать, 1800 çулта ăна Санкт-Петербургра уйрăм кĕнекен кăларать. Çапла вара чăваш халăхĕ кĕнекеллĕ халăхсен шутне кĕрет.

«Чăваш кĕнекин аслашшĕне» (В. Родионов) хисеплесе библиотекăна ăсчахсем, библиотека ĕçченĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем, çыравçăсем пухăнчĕç. Наци библиотекин директорĕ Р.М. Лизакова, ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертÿçи Л.И Филиппова хăйсен саламĕсенче чăваш кĕнекин паянхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕç. ЧПГĂИ ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, В.Г. Родионов профессор Е.И. Рожанскийĕн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕплĕ тишкерчĕ. ЧПГĂИ ăслăлăх çыруçи, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Д.В. Басманцев унăн тăхăмĕсем çинчен каласа пачĕ. ЧПГĂИ аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ О.Р. Студенцов «Кĕске катехизис» тата Е.И. Рожанский редакциленĕ 12 пине яхăн сăмахлă словарь çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. ЧППУн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Н.Н. Осипов тата ЧПУ деканĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ А.М. Иванова аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ун пултарулăхне еплерех вĕрентнине каласа пачĕç.

Пухăннисем Е.И. Рожанский пултарулăхĕ чăваш культуришĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Çĕртме уйăхĕнче, вăл çуралнă вăхăтра, кашни çулах Чăваш кĕнеки кунне патшалăх шайĕнчех уявлама сĕнчĕç.

Фотографии