Михайлов Юрий. ÇТЕРЛĔ ХУЛИ ÇЫРАВÇĂСЕМПЕ ĂСЧАХСЕН АЛЛЕЙИПЕ ПУЯНЛАНЧĔ // Урал сасси. - 2021. - Çĕртме, 2.

02.06.2021 12:11 | просмотров: 1953
Михайлов Юрий. ÇТЕРЛĔ ХУЛИ ÇЫРАВÇĂСЕМПЕ ĂСЧАХСЕН АЛЛЕЙИПЕ ПУЯНЛАНЧĔ // Урал сасси. - 2021. - Çĕртме, 2.

Май уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тĕп корпусĕ умĕнче çыравçăсемпе ăсчахсене халалланă Халăхсен туслăх аллейи уçăлчĕ.

Унта пушкăртсен поэчĕн тата филологĕн Мухаметсалим Уметбаевăн, вырăссен писателĕн тата общество деятелĕн Сергей Аксаковăн, чăваш литература классикĕн Константин Ивановăн тата тутарсен çыравçин Галимджан Ибрагимовăн бюсчĕсене вырнаçтарчĕç. Проекта ертсе пыраканĕ Çтерлĕри чăваш наципе культура автономи председателĕн çумĕ Оксана Федорова пулнă. Бюстсен авторĕ пĕр çынах - ПР художниксен союзĕн пайташĕ Хамит Галиуллин.
Иртнĕ çул проекта Пушкăрт сода компани йĕркеленĕ «Çтерлĕ - пирĕн кил» конкурса тăратнă. Унта вăл Гран-при çĕнсе илнĕ, пĕр миллион тенке тивĕçнĕ. Аслă шкул умĕнчи лапамра вырнаçтарнă тăватă бюст пархатарлă ĕçĕн пуçламăшĕ çеç, малашне çтерлĕсем ытти паллă çынсене те асра тытса хисеп тума палăртаççĕ.
- Пирĕн хулара тĕрлĕ халăх пурăнать. Ăсчахсемпе çыравçăсен аллейине уçни çак халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетме, килĕшÿре пурăнма пулăшса пырĕ, - терĕ хула администраци пуçлăхĕн çумĕ Альберт Шайхутдинов.
Бюстсене уçассипе çыхăннă митинга чăвашсем те йышлă хутшăнчĕç. Çтерлĕре пурăнакансемпе пĕрле хăнасем Ĕпхÿпе Пелепей, Ишимбай хулисенчен, Федоровкăпа Авăркас районĕсенчен килсе çитнĕ. Чылайăшсем наци тумĕ тăхăнни хăй уява сĕткенлĕхпе илем кÿртрĕ. Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнчи виçĕ ÿсĕмрен тăракан Ефимовсен çемйи (сăн ÿкерчĕкре) тулли йышĕпех килнĕ.
Савăнăçлă мероприяти вăхăтĕнче пухăннă халăха ППУн Çтерлĕри филиалĕн директор çумĕ Павел Алешин, хула администраци пуçлăхĕн çумĕ Альберт Шайхутдинов, «Пушкăрт сода компани» АОн общество çыхăнăвĕсемпе ĕçлекен директорĕ Сергей Лобасов депутат, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ врачĕ Салия Мурзабаева, филологи наукисен докторĕ Илшат Насипов профессор, ПР чăвашсен наципе культура автономин ертÿçи Виталий Викторов медицина наукисен докторĕ, Çтерлĕри чăваш наципе культура автономин пуçлăхĕ Оксана Бабикова (вăлах К.Иванов бюсчĕ çинчи виткĕче сирсе уçаканни пулчĕ) саламларĕç. Проект ертÿçи Оксана Федорова Çтерлĕри чăвашсен автономи ятĕнчен Пушкăрт сода компанине халăхсен пуçарăвне пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Мероприяти программине студентсен «Савни» (чăваш), «Дервиш» (пушкăрт), «Навруз» (тутар), «Марьяна» (вырăс) ансамблĕсем илем кÿчĕç.
- Эпир паллă çынсен кÿлеписем аллейăра малашне те хутшăнасса шанса тăратпăр. Çав вăхăтрах çак вырăн хула çыннисемшĕн те, хăнасемшĕн те илĕртÿллĕ кĕтес пуласси пирки иккĕленместпĕр, - пĕлтерчĕ проект ертÿçи О.П. Федорова малашлăх планĕсемпе паллаштарнă май.

Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.

 

Михайлов Юрий. ÇТЕРЛĔ ХУЛИ ÇЫРАВÇĂСЕМПЕ ĂСЧАХСЕН АЛЛЕЙИПЕ ПУЯНЛАНЧĔ // Урал сасси. - 2021. - Çĕртме, 2.