«XVIII—XIX ĕмĕрсенчи чӑваш литератури» коллективлă монографин хӑтлавĕ иртрĕ

28.04.2021 09:23 | просмотров: 1544
«XVIII—XIX ĕмĕрсенчи чӑваш литератури» коллективлă монографин хӑтлавĕ иртрĕ

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Респуб­ликин Наци библиотекинче «XVIII—XIX ĕмĕрсенчи чӑваш литератури» коллективлă монографин хӑтлавĕ иртрĕ.  Авторĕсем: В.Г. Родионов, И.Ю. Кирилова, В.В. Никифорова.

Хăтлава паллă чăваш литература тĕпчевçисем, çыравçăсем, институт ĕçтешĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем хутшăнчĕç.

Кĕнекен тĕп ăслăлăх редакторĕ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторĕ Виталий Григорьевич Родионов монографи пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Институт ĕçченĕсем Ирина Юрьевна Кириллова тата Вера Витальевна Никифорова кĕнекепе ĕçленĕ вăхăтри самантсене аса илчĕç. Тухса калаçакансем хушшинче филологи ӑслӑлӑхӗсен докторĕ, литература тĕпчевçи Юрий Михайлович Артемьев, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачĕсем Ирина Владимировна Софронова, Николай Николаевич Осипов монографи чăваш литература пĕлĕвĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăннине палăртрĕç. Çавăн пекех Чӑваш кĕнеке издательствин редакторĕ Владимир Васильевич Степанов, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзĕн ертӳҫи Лидия Ивановна Филиппова, Чӑваш халӑх писателĕ Анатолий Ильич Кибеч кĕнеке пĕлетрĕшĕ пирки калаçрĕç. Наци библиотекин директорĕ Роза Михайловна Лизакова гуманитари институчĕ хатĕрлекен тĕпчев ĕçĕсем яланах çÿллĕ шайра пулнине палăртрĕ.  

«XVIII—XIX ĕмĕрсенчи чӑваш литератури» коллективлă монографипе институт библиотекинче паллашма пулать.

 

Фотографии