Чăваш Республикин çĕр çулхи юбилейĕ тĕлне Турцире «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» альманахăн ятарлă кăларăмĕ тухрĕ

05.08.2020 15:40 | просмотров: 1480
Чăваш Республикин çĕр çулхи юбилейĕ тĕлне Турцире «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» альманахăн ятарлă кăларăмĕ тухрĕ

Чăваш Республикин çĕр çулхи юбилейĕ тĕлне Турцире «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» альманахăн ятарлă кăларăмĕ тухрĕ. Унăн ăслăлăх редакторĕсем турккă ăсчахĕ Синан Гюзель тата чăваш ăсчахĕ Николай Егоров пулчĕç. Вĕсем калăпланă ум сăмахпа презентацие илсе паратпăр.

Синан ГЮЗЕЛЬ

Çурçĕр-хĕвеланăç тĕрĕк чĕлхисен ареалĕнче Кыпчак ушкăнĕпе çыхăнман пĕртен-пĕр çыруллă чăваш чĕлхи вăл – тĕпчевсем ирттернĕ хыççăн ăсчахсем пĕр-пĕринпе килĕшсе йышăнни тăрăх – Атăлçи Пăлхар тĕрĕк чĕлхин тăсăмĕ тата прото-пăлхар чĕлхин тĕп представителĕ. Тĕрĕк чĕлхисене кăна мар, Алтай чĕлхисене тĕпчессишĕн тe пысăк пĕлтерĕшлĕ чăваш чĕлхине ĕлĕкрех тĕрĕк тата монгол хушшинчи пĕр чĕлхе тесе шутланă, анчах кайранхи тĕпчевсем вăл хăйне уйрăм Тĕрĕк-Алтай чĕлхи пулнине кăтартса панă. Чăваш чĕлхи, çĕрĕ-шывĕ, ĕненĕвĕ тата фольклор уйрăмлăхĕсем çинчен хĕвеланăçри наука ушкăнĕсем икĕ ĕмĕре яхăн тĕпчесе вырăсла, венгрла, нимĕçле, финла, французла тата акăлчанла çырса кăларнă питĕ пуян литература пур. Тĕрĕк чĕлхисине классификацилес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсенче тата чĕлхе историнe халалланă хăш-пĕр кĕнекесенче тĕл пулакан асăнусене шута илмесен, чăваш чĕлхипе культурине тĕпчесси Туцире чылай кая юлнă теме пулать. Совет союзĕ арканнă хыççăн анчах тĕрĕк чĕлхисене халалланă тĕпчевсен шучĕ хăвăрт ӳснипе пĕрле чăваш чĕлхине ятарласа халалланă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çырăннă. Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхипе фольклорĕ çинчен хатĕрленĕ диссертацисем нумайланчĕç. Ăсчахсен чăвашсем тата чĕлхине пĕлес интересĕ ÿссех пырать. Турккă тата чăваш тĕпчевçисем пĕрлехи ăслăлăх проекчĕсем пурнăçласа тачă çыхăнура тăраççĕ. Сăмахран, 2014-2015 çулсенче Эминe Йылмаз профессор пуçарнă, Турккă тата Чăваш ученăйĕсем хутшăннă Çuvaş, Tatar, Başkurt ve Güney Sibirya Bölgelerinde Konuşulan Çuvaşçanın Genel Amaçlı Derlemi [Чăваш Енре, Тутарстанра, Пушкăртстанра тата Кăнтăр Çĕпĕрте калаçакан Чăваш чĕлхин пĕтĕмĕшле пуххи] ятпа проект пурнăçланнă. Пирĕн «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем альманахăн» 17-мĕш кăларăмне Николай Егоров профессора наука редакторĕ туса явăçтарни те – çак икĕ енлĕ академилле пĕрлĕхĕн усăллă ĕçĕ. Пĕтĕмĕшпех чăвашсемпе чăваш культурине халалланă çак кăларăма, турккă тата чăваш тĕпчевçисем чунтан парăнса вăй хунипе пичетлесе кăларма май пулчĕ. 17 статьяран, 4 кĕнеке тишкерĕвĕнчен тата Турцире чăвашсем çинчен çырнă диссертацисемпе паллаштаракн 1 библиографи пуххинчен тăракан çак кăларăмра иккĕ портрет та пур. Вĕсенчен пĕри – çуралнăранпа 150 çул çитнине халлаланăскер, хальхи чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ – Ашмарин çинчен. Телее, ку кăларăм питĕ пĕлтерĕшлĕ историлле пулăмăн юбилейне тÿр килчĕ. 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче никĕсленнĕ Чăваш автономийĕ, кăçал 100 çул тултарать. «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» альманахăн 17-мĕш кăларăмне çак историлле событие халалланине пĕлтерме эпир питĕ хавас! Альманахăн çак номерне кăларасшăн хăйсен вăйне хунă авторсене, статьясене тимлĕн хак парса ĕçне тĕплĕн пурнăçланă рецензентсене, Айдан Ыргатоглу тата Бетюль Хазал Динчер акăлчанла редакторĕсене, журнала публикацилес процеса чунтан парăнса пăхса тăракан Сена Ташчыне; «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» альманахăн хăрушлăхне ас тутарса тăракан хисеплĕ редакторсем Сюер Экер профессора тата Улькю Челик Шавк профессорa тав тăватăп. Юлашкинчен, журнала кăлараса ĕçре пулăшнăшăн хисеплĕ В.Г. Родионов профессорпа хаклă тусăмсем Эдуард Лебедева, Александр Кузнецова тата Виктор Бычкова тав тăвасси те маншăн савăнăçлă тивĕç тесе шутлатăп.

 

Николай ЕГОРОВ

Тĕрĕк Чĕлхисен Пĕрлешĕвĕн корреспондент членĕ

Чăваш Республикин çĕр çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» альманахăн ятарлă кăларăмĕ Турци ăсчахĕсем чăваш халăхĕн тата унăн авалхи мăн аслашшĕсен историйĕпе, чĕлхипе, культурипе, патшалăхĕпе çыхăннă ыйтусемпе çивĕч кăсакланнине кăтартса парать. Савна май манăн пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçарса янă турккă тĕпчевçисене тата вĕсен урлă Турцире пурăнакан мĕн пур халăха чун-чĕререн тав тăвас килет. Тĕрĕссипе каласан, Турцири тусăмăрсен çак пуçарăвĕ пирĕншĕн, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн, историре çырăнса юлмалла пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Турци ăсчахĕсем «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» альманахăн черетлĕ номерне пĕтĕмпех чăваш халăхне халаллани – хак хурса хак çитерме çук тĕлĕнтермĕш япала. Çакă хăех Чăваш Республики тĕнчери вăйлă аталаннă патшалăхсен хушшинче шутлă вырăнта тăнине, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе культури пĕтем этемлĕхшĕн вышкайсăр хаклă ăс-хакăл пурлăхĕ пулнине катартса парать. Чăвашсемпе турккăсем – пĕр кăкран шăтса ÿснĕ йывăçăн икĕ турачĕ. Çав несĕл йывăççи çинче пиншер çул хушши хурăнташлă огур тата огуз йăхĕсен чĕлхисемпе мешехетлĕх традицийĕсем пĕр пĕринпе авкаласа-явкаланса аталаннă. Чăваш халăхĕпе унăн огур-пăлхар мăн аслашшĕсен ламран лама сыпăнса пыракан историйĕ мĕн пур тĕрĕк халăхĕсен пĕрлехи историйĕн пысăк пайĕ, тĕрĕк цивилизацийĕ вара Вăтаçĕр Еврази халăхĕсен пин-пин çул хушши аталанса пынă политика, культура, чĕлхе историйĕн никĕсенче тăракан чи пысăк пĕлтерĕшлĕ, чи курăмлă Вăта Юпа пулса тăрать. Тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен ăс-хакăл культуринче, сăмах-юмахĕсенче, ĕмĕртен ĕмĕре ламран лама куçса пынă аваллăх астăвăмĕнче «Ĕмĕрлĕх Тĕрĕк Çĕр-шывĕ» (Bengu Turk Eli) туса хывакансен иксĕлми вăй-хăвачĕпе çирĕп чун хавалĕ пурăнать. Тĕрĕк цивилизацийĕн никĕсĕнче пĕтĕм этемлĕх культурине хакланă çĕрте тĕп вырăнта тăракан «Çын», «Халăх», «Патшалăх», «Этемлĕх», «Çанталăк», «Вăхăт» культура концепчĕсем тăраççĕ. Огуз тата огур мăн асаттесен культура еткерĕпе палашнă май, вĕсен авалтан килекен кун-çулĕнчи паттăрлăхпа паларнă е асапра иртнĕ саманисене тĕпчесе, историксем Вăтаçĕр Еврази çеçен хирĕсенчи номад цивилизацийĕн феноменне, хальхи саманара хăвăрт глобализациленсе пыракан этемлĕх цивилизацийĕнче Тĕрĕк тĕнчин вырăнне тупса палăртасшăн тăрăшаççĕ. Çавна май Турцири ĕçтешĕмĕрсем огурсемпе пăлхарсем тата чăвашсем тĕнчери халăхсен гуманитари культурин хыснине хывнă пуянлăха такçанах тивĕçлипе хаклама пуçланине ăшă питĕмпе, çемçе чĕлхемпе, тайма пуçăмпа палăртса хăварас килет. Этем тени вăл пур çĕрте те пĕрешкел: эпир пурте, культура еткерлĕхне, тĕн-тĕшмĕше, чĕлхесене, пит-куçа, пурăнакан çĕре-шыва пăхмасăр, яланах, кирек ăçта та пире Вăхăт парнелесе хăварнă аваллăх ăс-хакăлне асра тытса, чунпа туйса тăратпăр, йывăр вăхăтсем килсе тухсан çав никĕс çине таянса кулленхи пурнăçра этемлĕх ламран лама пухса пынă пĕлусемпе ăс-тăн мулĕпе усă курма тăрăшатпăр… Шăпах çакă çынсене, тĕрлĕ йышши идеологи, политика тата ытти чăрмавсене сирсе пырса, пĕр пĕринпе çывăхланма пулăшать. Наука тĕнче курăмĕ этемлĕхе наци, тĕн, политика идеологийĕсенчен хăтăлма пулăшать, XXI ĕмĕрте халăхсене уйăрса тăракан тĕрлĕ йышши идеологи чăрмавĕсем тата хăвăртрах пĕтсе пырĕç. Наука халăхсене çывăхлатать, националистла шухăшлава, политикăри хирĕçÿлĕхе, конфессисен чиккисене пурнăçран катертсе пырать. Çакна пире турккă ăсчахĕсемпе чăваш тĕпчевçисен хушшинчи кунран кун аталанса пыракан тухăçлă ĕç пĕрлĕхĕ лайăх кăтартса парать. Турккă тата чăваш гуманитарийĕсен хушшинчи çыхăнусем 1991 çултан пуçласа çĕнĕ тапхăра кĕреççĕ. Çак çул вĕçĕнче Стампулта, Мармара университечĕн Тĕрĕклĕх тĕпчевĕсен институчĕ пуçарнипе хальхи тĕрĕк алфавичĕсен çивĕч проблемисене сÿтсе явма пухнă пысăк симпозиум ĕçлерĕ (симпозиум материалĕсемпе çак кĕнекере паллашма пулать: Milletler Arasi Cagdas Türk Alfabeleri Sempozyumu Bildirisi. 18-20 Kasim, 1991. Istanbul: Marmara Universitesi, Türkiyat Arastirmalari Enstitusu. 1992). Ун чухне, нумай вăхăт хушши хутшăнмасăр пурăннă хыççăн, ырă кăмăллă Турци çĕрĕ çинче совет тюркологĕсен пысăк делегацийĕ пулчĕ. Асра юлнă «çĕнйĕркелÿ» çулĕсенче Турцири тата Чăваш Республикинчи тĕпчев институчĕсемпе аслă шкулсен хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленсе кайрĕç. Çак çыхăнусене йĕркелесе яраканĕсем Туран Язганпа Л.П.Кураков пулчĕç. Пин çуллăхсен чиккинче Чăваш патшалăх университетĕнче Дурмуш Арык, Огузхан Дурмуш, Фейзи Эрсой, Бюлент Байрам, Синан Гюзел, Ибрагим Арыкан т. ыт. турккă студенчĕсемпе аспиранчĕсем стажировкăра пулчĕç. Пурте вĕсем такçанах филологи докторĕсемпе профессорсем пулса тăнă, халĕ Турцире чăвашлăха тĕпчекен ăслай ĕçĕсене йĕркелесе пыраççĕ. Кăçал, чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă май, турккă ăсчахĕсемпе чăваш тĕпчевçисем хушшинчи ĕç пĕрлĕхĕ никçанхинчен те пысăкрах тĕллевсем лартнă: чăваш халăхĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕк историне тата этемлĕхĕн гуманитари культурин хыснине хывнă пуянлăха тĕпчеме пуçланă. «Çухалас хăрушлăхри чĕлхeсем» антологин ырă кăмăллă вулакана сĕнекен çĕнĕ кăларăмне чăваш тата турккă тĕпчевçисем нумай вăхăт хушши туса пынă пархатарлă та кăткăс тĕпчевсене кĕртнĕ. Гражданла хастарлăх вучахĕнче пиçĕхсе туптаннă çак тĕпчевсем вулакана хăйсен çĕнĕлĕхĕпе, шухăш уçăмлăхĕпе, пĕтĕмлетÿсен витĕмлĕхĕпе, теори тарăнлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Хальхи турккă тата чăваш тĕпчевçисен малашлăха ăнтăлакан стратегиллĕ шухăшлавĕ тĕрĕк халăхĕсен чĕлхе, культура, политика историне сĕм авалтан тытăнса паянхи кунсем таран пĕтĕмĕшле пĕрлештерсе тарăнрах тĕпчемелли çул-йĕрсене палăртать. “Tehlikedeki Türk Dilleri” альманахăн черетлĕ томĕ кун çути курнине – пĕтĕм Тĕрĕк Тĕнчин кăмăл-сипетне çирĕплетес, ăс-хакăл культурине çывăхлатас тĕлĕшпе туса пыракан нумай енлĕ кăткăс та чăкраш ĕçе аталантарма пулăшакан пысăк утăм тесе хаклатăп.

Журнал тытăмĕ çакнашкал:

НИКОЛАЙ ИВАНОВИЧ ЕГОРОВ. NİKOLAY İVANOVİÇ EGOROV.

ПРЕЗЕНТАЦИЯ (IN CHUVASH)…..viii

SUNUŞ (IN TURKISH)…..xi

ПРЕЗЕНТАЦИЯ (IN RUSSIAN)…..xii

SİNAN GÜZEL. СИНАН ГЮЗЕЛЬ.

FOREWORD…..xv

ÖN SÖZ…..xvii

ПРЕДИСЛОВИЕ…..xix

 

L A N G U A G E & L I N G U S T I C S

D I L & D I L B I L I M

НИКОЛАЙ ИВАНОВИЧ ЕГОРОВ. СИНОПСИС КОНЦЕПТУАЛЬНОЙ ПАРАДИГМЫ ИСТОРИИ ПРОТОТЮРКСКОЙ ЭТНОЛИНГВОКУЛЬТУРНОЙ ОБЩНОСТИ (I ТЫСЯЧЕЛЕТИЕ ДО Н.Э.). PROTO-TÜRK ETNODİLSELKÜLTÜREL TOPLULUĞUN TARİHİNİN KAVRAMSAL ÖRNEKLEMİNİN BIR ÖZETİ (M.Ö. 1. YY.). SYNOPSIS OF THE CONCEPTUAL PARADIGM OF HISTORY OF THE PROTOTURK ETHNO-LINGUCULTURAL COMMUNITY (BC IST CENTURY))…..227

АННА СЕМЕНОВНА ЕГОРОВА. ЧĂВАШ ГИДРОНИМĔСЕН ПĔЛТЕРĔШ УШКĂНĔСЕМ. ÇUVAŞ HİDRONİMLERİN ANLAMSAL GRUPLARI. SEMANTIC GROUPS OF THE CHUVASH HYDRONYMS…..241

АЛЕКСАНДР ВАЛЕРЬЯНОВИЧ КУЗНЕЦОВ, НАДЕЖДА МИХАЙЛОВНА КУЗНЕЦОВА. ТĂРМĂШ ТАВРАШĔНЧИ МИКРОТОПОНИМСЕМ: ЙЫШĔ, ПĔЛТЕРĔШĔ, УÇĂМЛАТМАН ЫЙТУСЕМ. TIRMIŞ CİVARINDAKİ MİKROTOPONİMLER: BÖLGESİ, ANLAMLARI, AÇIKLANMAMIŞ SORULAR. MICROTOPONIMS AROUND: ТĂРМĂШ: THEIR AREAS, IMEANINGS, UNEXPLANED QUESTIONS…..247

OĞUZHAN DURMUŞ. ÇUVAŞ DİL DERLEMELERİNİN KURUCUSU S. M. MİHAYLOV VE ÇUVAŞÇANIN İLK ATASÖZÜ DERLEMESİ. FOUNDER OF CHUVASH LANGUAGE COMPILATIONS S. M. MİHAYLOV AND FİRST PROVERB COMPILATION OF CHUVASH…..257

SİNAN GÜZEL. ÇUVAŞÇA KAY- “GİTMEK” FİİLİNİN DİLBİLGİSEL VE SÖZLÜKSEL KULLANIMLARI ÜZERİNE. ON THE GRAMMATICAL AND LEXICAL USES OF THE CHUVASH VERB KAY- “TO GO”…..279

ЭДУАРД ЛЕБЕДЕВ, ИРИНА СЕМЕНОВА. Н.И. АШМАРИН ПРОФЕССОРӐН ӐСЛӐЛӐХРИ ТӖП ӖÇӖСЕМ ТАТА ВӖСЕН ПӖЛТЕРӖШӖ. PROFESÖR N.İ. AŞMARİN’İN BİLİM ALANINDAKİ TEMEL ÇALIŞMALARI VE BUNLARIN ÖNEMİ. FUNDAMENTAL STUDIES OF OF PROFESSOR N. İ. ASHMARIN IN SCIENCE AND THEIR IMPORTANCE…..299

VİLDAN ÇAKMAK. TÜRKİYE’DE ÇUVAŞÇA ÜZERİNE YAPILAN LİSANSÜSTÜ TEZLER. MA AND PH D THESIS ON CHUVASH LANGUAGE IN TURKEY…..307

 

C U L T U R E & L I T E R A T U R E&F O L K L O R & A R T

K Ü L T Ü R &F O L K L O R & E D E B İ Y A T& S A N A T

ВИТАЛИЙ РОДИОНОВ. ЧĂВАШ НАЦИ ĂНĔН АТАЛАНĂВĔ (XX. ĔМĔР ПУÇЛАМĂШĔ). DEVELOPMENT OF CHUVASH NATIONAL CONSCIOUSNESS (EARLY 20TH CENTURY). ÇUVAŞ ULUS BİLİNCİNİN GELIŞİMİ (XX. YÜZYIL BAŞI)…..333

ЕКАТЕРИНА АНДРЕЕВНА ЯГАФОВА. ТИПОЛОГИЯ ЖЕНСКОГО КОСТЮМА ЧУВАШЕЙ (НА ПРИМЕРЕ ГОЛОВНОГО УБОРА ХУШПУ). TYPOLOGY OF THE CHUVASH FEMALE COSTUME (EXEMPLIFIED BY A HEADDRESS HUSHPU). ÇUVAŞ KADIN KIYAFETİNİN TİPOLOJİSİ (HUŞPU BAŞLIĞI ÖRNEĞİ)…..345

ЮРИЙ НИКОЛАЕВИЧ ИСАЕВ. ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВӖРЕНӲ ТЫТĂМӖН ХАЛЬХИ ЛАРУ-ТĂРĂВӖ ТАТА АТАЛАНУ ПУЛАСЛĂХӖ. THE CURRENT STATUS OF THE EDUCATION SYSTEM OF THE CHUVASH REPUBLIC AND ITS DEVELOPMENT PERSPECTIVE. ÇUVAŞ CUMHURIYETI’NIN EĞİTİM SISTEMİNİN GÜNÜMÜZDEKI DURUMU VE GELIŞIM PERSPEKTİFİ…..359

ИРИНА ЮРЬЕВНА КИРИЛОВА. РАЗВИТИЕ СОВРЕМЕННОЙ ЧУВАШСКОЙ ДРАМАТУРГИИ. PROBLEMS OF DEVELOPMENT OF MODERN DRAMA CHUVASH MODERN. ÇUVAŞ TİYATROSUNUN GELİŞİMİNDEKİ SORUNLAR…..381

АЛЕКСЕЙ ЛЕОНТЬЕВ. ЧĂВАШ ХАЛĂХ СĂМАХЛĂХĔ: ĔНЕНЎСЕМПЕ ЧАРУСЕНЕ ТĔПЧЕС ЫЙТУСЕМ. CHUVASH FOLK LITERATURE: PROBLEMS OF RESEARCHING BELIEFS AND TABOOS. ÇUVAŞ HALK EDEBİYATI: İNANIŞLAR İLE TABULARI ARAŞTIRMA SORUNLARI…..387

ВЕРА ВИТАЛЬЕВНА НИКИФОРОВА. БОРИС ЧИНДЫКОВ ТАТА ЧĂВАШ КУЛЬТУРИ. BORIS CHINDYKOV AND CHUVASH CULTURE. BORİS ÇİNDIKOV VE ÇUVAŞ KÜLTÜRÜ…..403

ЕЛЕНА ЧЕКУШКИНА. ГЕННАДИЙ ЮМАРТ ПОЭЗИЙĔН ХĂЙ ЕВĔРЛĔХĔ. THE UNIQUENESS GENNADY YUMART'S POETRY. GENNADY YUMART’IN ŞİİRİNİN KENDİNE ÖZGÜLÜĞÜ…..409

CEMALETTİN YAVUZ. MODERN ÇUVAŞ EDEBİYATININ DOĞUŞ SÜRECİNDE BİR OTOSANSÜR ÖRNEĞİ: V. İ. LEBEDEV VE ŞİİRİ. AN EXAMPLE OF SELF-CENSOR IN THE BIRTH PROCESS OF MODERN CHUVASH LITERATURE: V. I. LEBEDEV AND HIS POEM…..415

ЕЛЕНА ВЛАДИМИРОВНА ФЕДОТОВА. ЧĂВАШСЕН ТУПМАЛЛИ ЮМАХĔСЕНЧЕ АВАЛХИ МИФСЕМ ПАЛĂРСА ЮЛНИ. TRACES OF ANCIENT MYTHS IN RIDDLES OF CHUVASH. ÇUVAŞLARIN BİLMECELERİNDE ESKİ MİTLERİN İZLERİ…..427

ИЛЬИНА ГАЛИНА ГЕННАДЬЕВНА. О НЕКОТОРЫХ ОСОБЕННОСТЯХ КОМПОЗИЦИИ ЧУВАШСКИХ ТĔШМĔШ ХАЛАПĔ (НА ПРИМЕРЕ УСТНЫХ РАССКАЗОВ О ЛЕСНЫХ ДУХАХ). ON SOME FEATURES OF CHUVASH “TĔŞMĔŞ HALAPĔ” COMPOSITION (EXEMPLIFIED BY ORAL STORIES ABOUT FOREST SPIRITS). ÇUVAŞ “TĔŞMĔŞ HALAPĔ” KOMPOZİSYONUNUN BAZI ÖZELLİKLERİ HAKKINDA (ORMAN RUHLARIYLA İLGİLİ SÖZLÜ HİKÂYELER ÖRNEĞİNDE)…..433

ТАТЬЯНА ИВАНОВНА СЕМЕНОВА. УЯВ (ВĂЙĂ) ЮРРИСЕН ЧĂВАШ ХАЛĂХ ПУРНĂÇĔНЧИ ПĔЛТЕРĔШĔ. THE IMPORTANCE OF FESTIVE FOLK SONGS IN CHUVASH PUBLIC LIFE. BAYRAM TÜRKÜLERİNİN ÇUVAŞ HALK HAYATINDAKİ ÖNEMİ…..441

 

P O R T R A I T S  F R O M  T H E  T U R K I C  W O R L D

T Ü R K  D Ü N Y A S I N D A N  P O R T R E L E R

SİNAN GÜZEL. ÇUVAŞ KÜLTÜRÜNE ADANMIŞ BİR ÖMÜR: VİTALİY GRİGORYEVİÇ RODİONOV. ЧĂВАШ КУЛЬТУРИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ ПУРНĂÇ: ВИТАЛИЙ ГРИГОРЬЕВИЧ РОДИОНОВ…..455

SİNAN GÜZEL. ÇUVAŞ DİL BİLİMİ ÇALIŞMALARININ BÜYÜK İSMİ N.İ. AŞMARİN [DOĞUMUNUN 150. YILI MÜNASEBETİYLE]. Н.И. АШМАРИН – ЧӐВАШ ПӖЛӖВӖНЧИ ЧИ ПӖЛТЕРӖШЛӖ ЯТ [ҪУРАЛНӐРАНПА 150 ҪУЛ ҪИТНИНЕ ХАЛАЛЛАСА].

 

B O O K  R E V I E W S

K İ T A P  D E Ğ E R L E N D İ R M E L E R İ

VİLDAN ÇAKMAK. ARTEMYEV, ALEKSANDIR (2019). ÇUVAŞ KIZI SALAMBİ (AKT. BÜLENT BAYRAM), ANKARA: BENGÜ YAYINLARI, S. …..463

KUBİLAY FENER. ERSOY, FEYZİ (2015), ÇUVAŞÇA KONUŞALIM (SIK KULLANILAN KELİMELER / KONUŞMA CÜMLELERİ / FİİL ÇEKİMLERİ / METİNLER), ANKARA: GAZİ KİTABEVİ, 318 S. ISBN: 978-605-344-243-1…..469

BAHAR ERİŞ KARAOĞLAN. ÇUVAŞSKAYA MİFOLOGİYA: ETNOGRAFİÇESKİY SPRAVOÇNİK. “ÇUVAŞ MİTOLOJİSİ: ETNOGRAFİK EL KİTABI” HAKKINDA…..473

DOĞUKAN ÖZEY. BAYRAM, BÜLENT (2019). ÇUVAŞ TÜRKÇESİ SÖZLÜĞÜ, ANKARA: TÜRK DİL KURUMU YAYINLARI, 1012 S., ISBN: 978-975-16-3652-2…..479