Елена Батченкăпа пĕрле хурланатпăр…

25.04.2020 21:11 | просмотров: 1385
Елена Батченкăпа пĕрле хурланатпăр…

Елена Батченкăпа пĕрле хурланатпăр…

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн словарьсен пайĕн ĕçченĕн Елена Игнатьевна Батченкăн мăшăрĕ Виктор Иванович Батченко вилсе кайнă пирки унăн кил-йышĕпе тата çывăх тăванĕсемпе пĕрле чĕререн хурланнине пĕлтеретпĕр. 

Ыран, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Виктор Ивановича юлашки çула ăсатаççĕ. Çак йывăр хуйха чăтса ирттерме хамăрăн ĕçтешĕмĕре, Елена Игнатьевнăна, çирĕп кăмăлпа тӳсĕмлĕх  сунатпăр.

Виктор Иванович ăшă кăмаллă та шӳтлеме юратакан тараватлă çынччĕ, мăшăрĕн ĕçне хисеплетчĕ, институтра та пулатчĕ. Питĕ шел, усал чире пула ăна çухатрăмăр… Унăн çутă сăнарĕ пирĕн, ăна пĕлнĕ çынсен, асĕнче ĕмĕр-ĕмĕрех упранĕ.