«Эпĕ» виçе». Çакăн пек ят панă Станислав Сатур сăвăç хăйĕн çĕнĕ кĕнекине

11.11.2019 11:20 | просмотров: 1699
«Эпĕ» виçе». Çакăн пек ят панă Станислав Сатур сăвăç хăйĕн çĕнĕ кĕнекине

«Эпĕ» виçе». Çакăн пек ят панă Станислав Сатур сăвăç хăйĕн çĕнĕ кĕнекине. Вăл çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Ăна алла тытсан тÿрех ыйту çуралать: мĕнле виçе пирки калать-ши автор?

Хамăра пÿрнĕ пĕртен-пĕр кун-çула эпир, кашниех, харпăр хăй куçĕпе, харпăр хăй чунĕпе хаклатпăр. Станислав Сатурăн лирикăллă геройĕ совет саманинче те, «пăнтăх» тенĕ тапхăрта та пурăнса курнă, «демократи ырлăхне» те ытлашшипех тутаннă, пасар пурнăçĕ тăван тăрăхне нишлĕхе тăратса хăварсан ытлă-çитлĕ çăкăр шыраса тĕнчене тухса кайнă. Ют çĕрте те пĕремĕк çисе пурăнмасть вăл, нуши-асапĕ çителĕклех унăн. Хыпса çунакан чунĕ хупса хăварнă килĕ енне туртăнать, тăван чĕлхешĕн тунсăхлать. Сÿнтерес марччĕ тесе тăнă çĕртех сивĕннĕ вучахĕнчи хăрăмлă çекĕл те хитре халь уншăн. Тăван тăрăхне манман вăл, манас та, пăрахас та çук. Анчах хăçан çаврăнса çитĕ-ши каялла?
Пурнăç пирки шухăшласа поэт ăна хăй курнă, тÿснĕ хура-шур тăрăх сăнарлать. Тĕрĕссипе каласан, çак кĕнекери лирикăллă герой шăпипе пурăнакансем, нуша хĕстерсе çитернĕрен ашшĕ-амăшĕн килне-çуртне хупса хăварса, пурнăçа сыпăнтарса пыма май паракан ĕç шыраса аякри хуласене тухса каякансем халĕ пинĕ-пинĕпе. Сăвăç сăмахĕсемпе каласан, çити-çитми пурнăçра халăх ейĕве кайнă шыв пек саланать. «Эпĕ» виçе — пин-пин çын виçи, халăх виçи.
Станислав Сатур вулакана кĕске сăвăсемпех тарăн шухăша ярать. Çавна шута илсе кашни сăвва уйрăм страницăна вырнаçтарнă.
Ю.Землянухин художник тунă портретпа усă курса кĕнекене Д.Литаврин илемлетнĕ.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Кĕнеке издательстви: ПАЯНХИ ПУРНĂÇ ТĔКĔРĔ

 

Кĕнеке çинчен "Хыпар" хаçатра тухнă статья: Пурнăçа «хăй тÿснĕ хура-шур» тăрăх сăнарлакан кĕнеке пичетленнĕ // Хыпар. - 2019. - Чÿк/ноябрь, 8.