Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев: «Ĕҫне кура – хисепĕ» теҫҫĕ халăхра»

Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуҫалăхĕнче, промышленноҫра тата ытти сферăсенче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă ентешсене Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысланă.
«Юпа уйăхĕнче агропромышленность пайĕнче тимлекенсене чыс турăмăр. Хресченсен ҫăмăлах мар ĕҫ. Вĕсене яланах хисепленĕ, ҫĕршывра вĕсемпе мăнаҫланаҫҫĕ. Пархатарлă ĕç мĕн пур халăхшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чӑваш Енре пурӑнакансем сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗре яланах пысӑка хурса хаклаҫҫĕ. Вырӑнта туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ регион тулашӗнче лайӑх сутӑнни те савӑнтарать. «Ĕҫне кура – хисепĕ» теҫҫĕ халăхра», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ.
Мӗн пур ҫӗр ӗҫченне, механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекесене, тирпейлекен предприятисен ӗҫченӗсене ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗллеве тухӑҫлӑн татса пама пулӑшнӑшӑн тав тунă, халӑха усӑллӑ та тутлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернĕшĕн мухтаса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Республикӑра пурăнакансене ӑнӑҫлӑ аталану, ырлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Союзĕн Председателĕ Валерий Павлов республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева предприяти ĕҫне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă. «Патшалăх влаҫĕнче тăрăшакансем, Эсир, хисеплĕ Михаил Васильевич Чăвашпотребсоюз Союзне тĕрев паман пулнă пулсан, пирĕн ҫитĕнӳсем кун пекех пысăк шайра тен пулайман та пулĕччĕҫ. Малашне те ĕҫ ушкăнĕ хăй умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫлама шантарать», – тенĕ вăл.
Елчĕк районĕнчи «Энтепе» ТМЯО директорĕ Андрей Васильев Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх наградине тивĕҫнĕ. Çĕр ĕҫченĕ хăйне хисеп тунăшăн пурне те ырă сăмахсем каласа тав тунă.
Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене регионта пурăнакан хисеплĕ ентешĕмĕрсене торжествăлла пулăмра парса чысланă
