"ПӖТӖМ ЧӐВАШ ДИКТАНЧӖ": ГУМАНИТАРИ ИНСТИТУТӖНЧЕ «ПИЛЛӖК» ИЛНИСЕНЕ ЧЫСЛАРӖҪ

16.05.2017 09:22 | просмотров: 2578
 "ПӖТӖМ ЧӐВАШ ДИКТАНЧӖ": ГУМАНИТАРИ ИНСТИТУТӖНЧЕ «ПИЛЛӖК» ИЛНИСЕНЕ ЧЫСЛАРӖҪ

Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче  Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» илнисене чысларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче малтанхи сӑмаха институт директорӗ Пётр Краснов каларӗ, диктанта йӗркелеме пулӑшнисене ӑшшӑн тав турӗ. Чыслава пынисене кӗнекесемпе хавхалантарчӗҫ, ҫавӑн пекех «пиллӗк» илни пирки сертификат пачӗҫ.

Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫӑл пиллӗкмӗш хут иртрӗ, унта пилӗк пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл кашни ҫул Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртет. Кӑҫалхи текста Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗччӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма кашни ҫулах вӗренӳ институтӗнче, педагогика патшалӑх университетӗнче тата Николский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӑвӑн пекех наци радиовӗпе ҫыракансем та сахал мар. Районсенче те ҫак акцие анлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Диктант ҫыракансем хушшинче шкул ачисем те, студентсем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур.

Аçтахар Плотников

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvash.org/news/15757.html

Фоторепортаж: фотоальбом  пайӗнче.