Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин наукăпа методика канашĕн ларăвĕ иртрĕ

12.04.2019 11:49 | просмотров: 1723
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин наукăпа методика канашĕн ларăвĕ иртрĕ

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин наукăпа методика канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ĕçе  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев йĕркелесе пычĕ.

Ларура пурĕ 8 ĕçĕн ал çырăвне пăхса тухрĕç. Вĕсем пурте пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме хатĕрленĕ вĕренÿ тата вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕсем.

Наукăпа методика канашĕн членĕсем пăхса тухнă пур ĕçе те ырларĕç, 7 ĕçе Чăваш кĕнеке издательствинче, 1 ĕçе Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче пичетлесе кăларма сĕнчĕç.

Наукăпа методика канашĕн ларăвĕнче пахса тухнă ĕçсем:

  1. «Тăван литература». Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 8-мĕш  класĕсенче тăван (чăваш) литературăна вĕрентмелли пособи. Авторĕсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева.
  2. «Чăваш чĕлхи». Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 6-мĕш  класĕсенче чăваш  чĕлхине вĕрентмелли пособи. Авторĕсем Л.Г. Петрова, Ю.М. Виноградов.
  3. «Чăваш литератури». Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 6-мĕш  класĕсенче чăваш литературине вĕрентмелли пособи. Авторĕсем А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова.
  4. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 8-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова.
  5. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 2-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Т.В. Артемьева, О.И. Печников, А.Р. Фёдорова.
  6. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Н.А. Краснова, Е.А. Мулюкова, М.М. Албутова, Е.Н. Николаева.
  7. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 7-мĕш  класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Н.А. Краснова, Е.А. Мулюкова, Е.Л. Анисимова, З.Н. Поясова.
  8. «Чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленесси». Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ.  Авторĕсем А.С. Егорова, Ю.М. Виноградов.

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин наукăпа методика канашĕн ларăвĕ иртрĕ

 

P.S. Сăмах май каласан, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин наукăпа методика канашĕн йышĕнче тата Республикăри вĕрентÿпе методика пĕрлешĕвĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн (чĕлхе пĕлĕвĕ секцийĕ) ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Алевтина Долгова тата аслă ăслăлăх ĕçтешĕ Александр Кузнецов вăй хураççĕ, ал çырусене сÿтсе явма, хак пама тăтăшах хутшăнаççĕ.