Тӑван чӗлхене ӳсӗм ҫулӗпе яма пулать-и?

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваш чӗлхине упраса аталантарас ыйтусем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисен кунне тата Пӗтӗм тӗнчери хут пӗлӳлӗх кунне халалланӑ. Ларӑва Геннадий Дегтярёв, ЧПГӐИн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ, пӗтӗмӗшле йӗркелесе пычӗ.
Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗ уҫрӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине аталантарас майсем ҫинче чарӑнчӗ, уйрӑм хастарҫӑсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерчӗ, кадрсен ыйтӑвне те хускатрӗ.
Малалла калаҫӑва ЧПГӐИн ӗҫтешӗсем тӑсрӗҫ. Алевтина Долгова чӑваш чӗлхеҫисен ӗҫӗсемпе чӗлхе ӑслӑлӑхӗн паянхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Олег Студенцов право докуменчӗсене чӑвашла тӗрӗс куҫарас ыйтусене ҫутатса пачӗ «”ГигаЧат” сервиса чӑвашлатас ӗҫри лару-тӑру» – Ольга Кузьминан тӗп теми пулчӗ. Владимир Андреевпа Денис Леонтьев чӑвашла электронлӑ текстсен орфографи тӗрӗслевӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Ирина Лукина ӑслӑлӑх экспедицийӗсен материалӗсене тӗпе хурса икӗ халӑх кӳршӗленнӗ тӑрӑхри чӑваш чӗлхин хӑй евӗрлӗхне уҫса пачӗ. Полина Васильева чӑваш эстрадин юрӑ тексчӗсенче ют чӗлхерен кӗнӗ йышӑну тӗсӗсене палӑртрӗ.
Николай Плотников, «Чӑваш халӑх сайчӗ» тетел кӑларӑмӗн никӗслевҫи тата тӗп редакторӗ, ҫак сайт тӑван чӗлхе ӳсӗмне мӗнле витӗм кӳнине палӑртрӗ. Владимир Кузнецовпа Сергий Чернов протоиерейсем Турӑ сӑмахӗн канонӗсене чӑвашла куҫарни пирки тата чиркӳ кӗнекисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗсем ҫинчен каларӗҫ. Геронтий Никифоров, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн» председателӗ, тӑван чӗлхе ачан ӑс-хакӑлне аталантаракан хӑват пулнине сӑнларӗ. Хусан хулинчи Альбина Васильева чӑвашла мультфильмсемпе пӗлӳ хатӗрӗсем ачасемшӗн мӗнле паха тата интереслӗ пулнине хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗслӗхсемпе ӑнлантарчӗ. Ольга Петрова актриса, Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫленӗ май, ачасене чӑвашсен юрӑ евӗр шӑранакан илӗртӳллӗ чӗлхине итлеттерсе вӗсен кӑмӑлне чӑвашлӑх туйӑмӗ енне ҫавӑрасси ҫинчен сӑмах хускатрӗ.
Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем тӑван чӗлхене упраса аталантарас тӗлӗшпе шухӑш-сӗнӳсене сӳтсе яврӗҫ, малашнехи ӗҫ-хӗле палӑртрӗҫ.








