Николай Ытарай 100 çул тултарнине халалланă курав

17.09.2025 15:26 | просмотров: 136
Николай Ытарай 100 çул тултарнине халалланă курав

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Ачасен чи çывăх тусĕ» ятлă куçса çÿрекен курав пулса иртрĕ. Экспозицие паллă ача-пăча çыравçин Николай  Васильевăн (Ытарайăн) пурнăçĕпе тата пултарулахĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче Николай Ытарайăн кĕнекисемпе, вăл тунă иллюстрацисемпе, ÿкерчĕксемпе тата автобиографилле сăнÿкерчĕксемпе çывăх паллашма май килчĕ. Çавăн пекех курава килнĕ хăнасем çыравçă çинчен каласа пачĕç, пурăннă вăхăтра Ытарайпа пулса иртнĕ çутă тĕлпулусем çинчен аса илчĕç.

Тухса калаçакансем хушшинче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче вăй хуракан аслă наука сотрудникĕ Надежда Ефремова-Ильина та пулчĕ. Тĕпчевçĕ Н.В. Васильев (Ытарай) пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Николай Ытарай пултаруллă ача-пăча çыравçи кăна мар, тăван халăх сăмахлăхне ырми-канми пуçтаракан пулнине палăртрĕ, Ытарай Тĕпчев институчĕн штатра тăман сотрудникĕ пулнă май комплекслă фольклор экспедицийĕсене тулай чăвашĕсем патне тухса çÿрени çинчен каласа пачĕ. Надежда Геннадьевна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх архивĕнче Николай Васильевич пуçтарнă ал çыру пуххисем хăш пайра тата миçе томăн упраннине ăнлантарчĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулнине те пĕлтерчĕ.

Фотографии