"Раççей" ПТРК: Наци библиотекинче Атнер Хусанкай 70 çул тултарнине паллă турĕç

23.10.2018 15:12 | просмотров: 1381
"Раççей" ПТРК: Наци библиотекинче Атнер Хусанкай 70 çул тултарнине паллă турĕç

Чăваш тĕнчинче Атнер Хусанкай ăсчах, чĕлхеçĕ, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш президенчĕ ятне илтмен çын çуках. Вăл хастар хутшăннипе 1990-мĕш çулта „Чăваш Республикин патшалăх суверинитечĕ çинчен“ деклараци, Чĕлхе саккунĕ тата ытти пĕлтерĕшлĕ актсемпе саккунсем хатĕрлесе йышăннă. 
 

Марина Карягина, Михаил Солин          

Филологи наукисен кандидачĕ, лингвист, литературăпа ÿнер тĕпчевçи, публицист, обществăпа политика ĕçченĕ – унăн чăвашлăх пурнăçĕнчи юлашки 50 çул хушшинчи тÿпине сăмах вĕççĕн каласа пĕтерме май çук. Çĕршыври халăхсем хăйсен тĕнчери вырăнĕ пирки шухăша кайнă вăхăтра наци шăпишĕн явапли пулса тăма пултарнă çын Петĕр Хусанкай Чăваш халăх поэчĕпе СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина çемйинче çуралса ÿснĕ. „ЧЧ – чăвашсем, чăмăртанăр!“ тенĕ унăн ашшĕ, çакна илтсе ăша хывнă ывăлĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче наци лидерĕ суйлама мехел çитсен, халăх ăна шаннине, хисепленине, юратнине, тĕрĕс те таса çын тесе шутланине палăртнă.
„Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?“ çавра сĕтеле хутшăнакансем – сумлă ăсчахсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чылай çул пĕрле вăй хунă ĕçтешĕсем, Ульянов ячĕллĕ университетра хăй вăхăтĕнче пĕлÿ панă вĕренекенĕсем. „Филолог вăл – нумай енлĕ шухăшлавçă, çавăн пек çынсем, сăмахран, 19-20-мĕш ĕмĕрсенче Золотницкий, Ашмарин хăйсен тĕпчевĕсемпе халăх тĕнчекурăмне уçса пама тăрăшнă“, - терĕ Атнер Петрович филологи тĕллевĕ пирки сăмах тапратна май.
„Стиль вăл – автор хăй“ терĕ Юрий Артемьев филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Атнер Хусанкайăн çырас ăсталăхĕ хăйне евĕррине, вăл наука ăнлавĕсене сĕтеклĕ чĕлхепе сăнарлăн пĕрлештерме пĕлнине палăртрĕ.
Çавра сĕтел хушшинче ларакансем самай çивĕч ыйтусене тапратрĕç. Иртнĕ çырав вăхăтĕнче 500 пине яхăн чăваш ăçта „çухалнă“? Мĕншĕн пирĕн, Раççейре йышĕпе 4-мĕш вырăнта тăракан халăхăн, халĕ те кÿршĕсенни пек наци академийĕ çук? Чăваш филологĕсем хатĕрлесси паян тивĕçлĕ шайра-и? Хулана чăвашлатасси çинчен кирлĕ чухлĕ шухăшлатпăр-и?
Халăх пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнакан уйрăм çыннăн çавра çулĕ – унăн кунçулне пĕтĕмлетни çеç мар, истори талккăшĕнчи пĕлтерĕшлĕ тепĕр тапхăра мĕнле, мĕнпе пырса кĕмелли пирки шухăша кайма вăхăт çитни те.

Хыпар çăлкуçĕ: http://chgtrk.ru/news/20946