Институт ĕçтешĕсем Чăваш АССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцине хутшăнчĕç

11.10.2018 22:48 | просмотров: 122
Институт ĕçтешĕсем Чăваш АССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцине хутшăнчĕç

Институт директорĕ Петр Краснов, директор çумĕ Геннадий Николаев, институтăн тĕп ăслăлăх ĕçтешĕ Михаил Кондратьев, институтăн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Владимир Клементьев т.ыт.те  Чăваш АССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцине хутшăнчĕç.

2018 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн лару залĕнче иртнĕ конференцие Чăваш Ен ертÿлĕхĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Аслă Канашра тăрăшнă ветерансем, тĕрлĕ вăхăтра депутат пулнă хисеплĕ çынсем, учрежденисемпе организацисенче тăрăшакансем, общество пĕрлĕхесемпе наука ĕçченĕсем тата студентсем хутшăнчĕç.

Чылай çул Аслă Канашра тăрăшнă, каярахпа Патшалăх Канашĕн аппаратне ертсе пынă, хальхи вăхăтра Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ухтияров конференцире «Чăваш Республикин Тĕп саккунĕн историйĕ тата хальхи самана» темăпа тухса калаçрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа ЧАССР Аслă Канашĕн председателĕ, каярах Президиум Председателĕ пулнă Александр Петрова хисеплерĕ. Çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Тав Хутне ЧАССР Аслă Канашăн Президиумĕн секретарĕнче вăй хунă Ираида Стекольщикова тивĕçрĕ.
Тухса калаçакансем хушшинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука тĕп сотрудникĕ Владимир Клементьев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Ирина Муравьева т.ыт.те пулчĕç.

«Чăваш парламенчĕн никĕсне хуракансен терт-нушаллă вăрçă вăхăтĕнче ĕçлеме тивнĕ. Анчах та вĕсем ниме пăхмасăр, Конституцине тĕпе хурса Чăваш çĕршывĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Халĕ çак пархатарлă ĕçе Чăваш Патшалăх Канашĕ тивĕçлĕн пурнăçлать.» - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
ЧАССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине паллă тума пуçтарăннисем кунта килнĕ ветерансене, Президиум Председателĕ пулнă Александр Петровпа экономика, промышленнăç, транспорт енĕпе комитет ертÿçи пулнă Венера Печниковăна тимлĕн итлерĕç, вĕсем каласа панисене ăша хыврĕç.

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: ЧНК хастарĕсем Чăваш АССР Аслă Канашне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă наукăпа практика конференцине хутшăнчĕç

Фотографии