Институт ĕçтешĕсем Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулчĕç

24.08.2018 10:56 | просмотров: 1547
Институт ĕçтешĕсем Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулчĕç

Августăн 22-мĕшĕнче институт ĕçтешĕсем Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулчĕç. Унăн ертÿçи И.В. Удалова музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ паллă çынсен куравĕсене ирттерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Кăçалхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ, паллă фольклорисчĕ тата вĕрентекенĕ Иван Ильич Одюков профессор (Атăльял) çуралнăранпа 95 çул çитет. Тĕл пулура институтăн фольклорпа литература пайĕсен ĕçтешĕсем, И.И. Одюковăн вĕренекенĕсем, районти шкул тата вулавăш ĕçченĕсем асăну кунне çак музейра ирттерме палăртнă. В.А. Ендеровпа Г.Г. Ильина «Одюков И.И: Биобиблиографический указатель» кĕнеке пичетлесе кăларнă, ăна музея парнеленĕ. Пурне те палăртнă кун музее йыхравлаççĕ, тухса калаçма, стендри материалсемпе паллашма чĕнсе калаççĕ.

Галина Ильина

Фотографии