Ефросиния Сергеевна Сидорова пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ

31.07.2018 17:31 | просмотров: 260
Ефросиния Сергеевна Сидорова пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ

Июлĕн 30-мĕшĕнче Институтăн литературăпа фольклор пайĕнче нумай çул тăрăшнă паллă чăваш фольклорисчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш АССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ефросиния Сергеевна Сидорова пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Вăл 1930 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Тури Упакасси ялĕнче çуралнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Тĕпчев институтĕнче литературăпа фольклор пайĕнче ĕçленĕ, пай пуçлăхĕ пулнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш литературин кафедринче халăх сăмахлăхне вĕрентнĕ. Чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕрлĕ жанрĕсене тĕпчесе 100 яхăн тĕпчев ĕçĕ çырнă, фольклор хайлавĕсен пуххине çичĕ кĕнекен пухса хатĕрленĕ. Вăл ертсе пынипе пĕрремĕш хут 6 томлă «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» ярăм кун çути курнă, ку кăларăмшăн К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине илме тивĕç пулнă (1988).

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕсем Е.С.Сидорова вилнĕ пирки тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле чĕререн хурланнине пĕлтереççĕ.