Хăй тÿпинчи чăн-чăн профессор (Чăвашсен пултаруллă археологĕ Е.П. Михайлов 60 çул тултарнă май)

09.06.2018 08:53 | просмотров: 1452
 Хăй тÿпинчи чăн-чăн профессор (Чăвашсен пултаруллă археологĕ Е.П.  Михайлов 60 çул тултарнă май)

Чăваш Енĕн археологи тĕпчевĕсен паянхи паллă историкĕ-шыравçи, ĕмĕрсен каррипе таçта та çитсе ĕлкĕрме тăрăшакан таврапĕлÿçĕ, чăннипех ку ĕçе чунĕпе-чĕрипе парăннă историпе культура палăкĕсен управçи кам-ши? - тесенех, чылайăшĕcем, сăмахăмăр Евгений Петрович Михайлов пирки пынине тавçăрса илчĕç те пулĕ. Ку чăннипех çапла. Вăл хăйĕн шуйханнă шухăшĕсемпе таçти сăрт çамкине те çитсе килме хатĕр, кирек епле тапхăрти этем сăнарне те шăпи витĕр калăплать, асамçă пек унăн „чапне“ йĕрлет. Тĕрлĕ культура артефакчĕсене - апаш е балан культури-и вăл, е пăлхар тапхăрĕ, тупсăмне тĕрлĕ вак-тĕвекпе те пулин, тĕрлĕ ăсталăхпа тупăннă япалисемсĕр пуçне, ăс ахахĕпе, ăс мулĕпе хаклать, пуянлаттарать, каярах вара ăна „сывлаттарать“. Истори тата культура палăкĕсене упрас ĕçе çине тăрса пурнăçласа пымалли пирки çине тăрсах çамрăксене вĕрентет те, уйрăмах тухса çÿресе халăх хушшинче аса илтерсех тăрать.

Чăвашлăхпа тата хамăрăн ăс-хакăл культурипе 20-30-мĕш çулсенче палăрнă ĕçченсене вăл пурне те асăнма пултарать, çав вăхăтсенчи кивĕ сăн ÿкерчĕксенче тÿрех тĕрĕс кăтартса палăртать...

Евгений Петровичăн наукăри (ăслăхри) тĕп çул-йĕрĕ – археологи чăтлăхне сирсе куллен çĕнĕ тапхăрсем, истори палăкĕсем тупса палăртасси. Ун пек хавхаланса, ун пек ăнăçлăн тата çине тăрсах, пĕр ÿстермесĕрех калатпăр, пур енлĕн тишкерсе пыракансем, пирĕн тăрăхра нумаях та мар. Ку, аслăрах çулрисем вĕрентсе пынипе (В.Ф. Каховский, В. Д. Димитриев тата ыт. те) халĕ те тытса пыракан тĕпчев анлăшĕ. Мĕн чухлĕ çĕнĕлĕхпе пуянланать республикăри паянхи археологи шкулĕ тата экспедицийĕ!

Е.П. Михайлов аса илĕвĕнчен: „ 2005 çулта археологсен ушкăнĕ Хаяр Иван патша Хусана илнĕ чухне туса хунă крепоç вырăнĕнче археологи ĕçĕсем ирттеретчĕ. Студентсем пĕри те тепри çĕнĕ артефактсем тупни çинчен питĕ хавасланса пĕлтеретчĕç. Ас тăватăп, хĕвеллĕ, ăшă та çутă кун пурте хавхаланса культура сийне ятарлă хатĕрсемпе асăрханса уçаççĕ. Студентсем çĕнĕ артефактсем тупса питĕ савăнаççĕ. Введени соборĕ çумĕнчи крепоç территорине тĕпчерĕç вĕсем. Кунти культура сийĕ пуян иккенне пурте пĕлеççĕ. Пурĕ 200 тăваткал метр ытларах чавса сахал мар артефакт шыраса тупрăмăр: Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчи (XIII-XV) ĕмĕрсенчи тăм чÿлмексем, килти тата сунарти выльăх-чĕрлĕх шăммисем, тăм шăхличĕсем, сутакан тавар çине лартакан тăхлан пломбăсем, XVIII-XIX ĕмĕрсенчи фарфор, фаянс, кантăк, слюда, кĕленче, унсăр пуçне тата кăмака çумне çыпăçтаракан капăр изразецсем, чиркÿ куполĕн плиткисем, ултă-çичĕ хĕрес, вĕсенчен пĕри – кĕмĕл, тата питĕ нумай пăхăр е кĕмĕл укçа (XVI-XVIII ĕмĕрсенчи), кантăкран, керамикăран, пастăран ăсталанă шăрçа нумай тупăннă. Тĕлĕнмелле артефактсен хушшинче – Хусан кĕпĕрнинчи чиновниксен тÿмисем те, Хусан кĕпĕрнин гербĕ çинче – дракон пулнă...“.

Паллах, тĕпчевçăн кулленхи ĕçĕ-хĕлне пичетленнĕ кĕнекесем, уйрăм статьясем, археологи отчечĕсем уçăмлăн кăтартса параççĕ. Е.П. Михайлов пурĕ 20 ытла археологи экспедицине хутшăннă. Республикăра çитмен вырăн юлман, тĕрлĕ районта чăваш историйĕн чăнлăхне шыранă: халиччен паллă пулман çĕнĕ палăксем, хулаш вырăнĕсем, кургансем, авалхи çынсем пурăннă вырăнсене шыраса тупса палăртнă... Паян та вĕсем халĕ ытти археологсемпе пĕрле Тутарстанри Лаишево районĕнче анлă шыравра.

Тĕрĕссипе каласан, вăл – яланах наукăн катрамăн-катрамăн çĕр суранĕпе уçăлса пыракан аваллăхăн авăрĕнче, час-часах археологсен, музееведсен наука конференцийĕсене, хирти семинарсене, симпозиумсене хутшăнать, тĕрлĕ çĕрти институтсем йĕркеленĕ экспедицисенчен те юлмасть. Чăваш Енри археологи палăкĕсен списокне çĕнетсе, хушса тăрать, археологи картографине куллен пуянлатать. Хăйĕн тăван, Шупашкар районĕнчи «Абашевские чтения» мероприятие те кашни çулах йĕркелесе пыма хутшăнать. Экспедицисемсĕр пуçне тата кашни çулах пухăнса пыракан археологи материалĕсен фондне пуянлатать, хушать, хак парать, паянхи саккун ыйтнă пек йĕркене кĕртет. Тăван ен историйĕ, унăн аваллăхри вăрттăнлăхĕсем чылайăшне кăсăклантараççĕ те, вĕсем çĕр айĕнчи хура пĕркенчĕке тĕплĕн ăнлантарса илсе хума тăтăшах ыйтаççĕ. Наука ниçта пăркаланмасăр тĕплĕ ĕçлекенсене çеç пăхăнать.

Темиçе теçетке хушши ĕнтĕ Атăл тăрăхĕнчи паллă ученăй-археолог пĕрре суйласа илнĕ ăслăх çул-йĕрĕ тăрăх пĕрре те аваллăха пĕртте куçран вĕçертмесĕр хавхаланса утса пырать. Çĕнĕ экспедицисене хутшăнать, хăшне-пĕрне хăй те йĕркелет, ăслăх конференцийĕсенче тухса калаçса тупнă материала тĕпчевçĕсем патне çитерет, статьясемпе монографисем калăплать. Унăн пархатарлă ĕçне хамăрăн патшалăх та тивĕçлипе хакларĕ, нумаях пулмасть вăл ытти ĕçтешсемпе пĕрле патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Малашне ĕçлемеллисем, палăртса хунисем, пичетлемеллисем темĕн чухлех. Таçта ĕмĕрсем хушши хыçала юлнă сас-хурасăр çул пĕр самант та Евгений Петровича канлĕ ларма памасть. Уншăн халĕ ăмăрт кайăк пек çунаттине сарлака сарнă тапхăр çеç пуçланчĕ. Чăнлăхшăн тăрăшакан тĕпчевçĕн анлă çулĕ çинче пусăрăнчăк кăмăл пĕртте ан пултăрччĕ çеç, ытти вара, археологи пĕлĕвĕн асамĕ ÿснĕ çемĕн, пиншер пуç ватмăшне сахаллатса, управлăн саркалантарса пымалла пек. Çапла пултăрччĕ те!!!

Л. Атлай