ЭТНОС ТĔРЛĔЛĔХĔ ЧĂРМАВ МАР

15.05.2018 09:58 | просмотров: 163
ЭТНОС ТĔРЛĔЛĔХĔ ЧĂРМАВ МАР

Кăçал Аслă вĕрентекен, халăха çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине уявларăмăр. Чыслав вĕçленмен-ха, çулталăках тăсăлĕ. Çакна çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче уçăлнă Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-практика конференцийĕ те лайăх çирĕплетет. «Раççейĕн этнос тĕрлĕлĕхĕ витĕр çут ĕçĕн, историпе культурăн çивĕч ыйтăвĕсене çутатасси» ятпа йĕркеленĕскере Шупашкар, Мускав, Питĕр, Ижевск, Оренбург, Ульяновск тата ытти регион ăсчахĕсем, аспиранчĕсем, студенчĕсем хутшăнчĕç.

Конференци университетăн Ăслăлăх канашĕн залĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Чăвашăн чăн-чăн Улăпне хисеплесе йĕркеленĕ мероприятие уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ. Вăл уçнă чăваш шкулĕ халăхăн ырă йăли-йĕркисене упраса хăварма, çамрăксене аслисен пуян опычĕпе çывăхланма май панине палăртрĕ.

ЧПУ ректорĕ Андрей Александров Яковлев ятне вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе университет ĕçченĕсем тунă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Юлашки 20 çул хушшинче ку енĕпе университет ректорĕнче ĕçленĕ, халĕ ЧР Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕнче вăй хуракан Лев Кураковăн тÿпи уйрăмах пысăк пулнине палăртрĕ.

Ăслăлăх конференцине çĕршыври 60 ытла хулара ĕçлесе пурăнакан ăсчахсем докладсем ярса панине е хăйсем килсе çитнине палăртрĕ. «Иван Яковлев чăннипех вышкайсăр пысăк Улăп, — терĕ Андрей Юрьевич. — Ун ĕçĕсене мĕн чухлĕ тĕпченĕ, ун çинчен мĕн чухлĕ кĕнеке кăларнă пулсан та малалла уçса памалли пайтах-ха».

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, ЧР Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ Лев Кураков, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, Чăваш патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова Иван Яковлев ячĕпе паян пурнăçлакан ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç.

Пленарлă лару хыççăн конференци секцисем çине пайланса ĕçлерĕ. Мероприяти çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче малалла тăсăлăть.

Хыпар çăлкуçĕ çакăнта

Фотографии