МИХАИЛ ИГНАТЬЕВ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ ПРЕМИЙĔСЕНЕ ПАЛЛĂ ТА ĔÇЧЕН ÇЫНСЕНЕ ПАРСА ЧЫСЛАНĂ

21.06.2017 10:30 | просмотров: 2286
 МИХАИЛ ИГНАТЬЕВ ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛĂХ ПРЕМИЙĔСЕНЕ ПАЛЛĂ ТА ĔÇЧЕН ÇЫНСЕНЕ ПАРСА ЧЫСЛАНĂ


Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсене регионти паллă та ĕçчен çынсене парса чысланă. «Сирĕн пурнăç çулĕ пысăк хисепе тивĕç. Хăвăр юратса суйласа илнĕ ĕç, Тăван çĕршыва юратма пĕлни, обществăшăн юрăхлă çын пулни – шăпах та çаксем тĕрлĕ професси çыннисене пĕрлештерсе тăраççĕ», - тенĕ паянхи мероприятине пухăннисем умĕнче патшалăх премийĕсене парса чысланă вăхăтра Михаил Игнатьев. «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи», тенĕ юратса пирĕн халăх. Вырăс çыннисем пирĕн чĕлхен çепĕçлĕхне туйса илме пултарччăр тесе тăрăшса ĕçлет Зоя Васильевна Филиппова», - тенĕ Михаил Игнатьев. Шăпах та ăна «Шурча вăрçи» Хветĕр Уяр романне чăвашларан вырăсла куçарнă куçаруçăна Патшалăх премине паратпăр. Зоя Васильевăна пултаруллăх ĕçĕшĕн мухтанă. «Эпир малашне те шанатпăр, халăха эсир кăсăклă та илемлĕ калавсемпе романсемпе савăнтарассине, литературăн чăн-чăн илемне туйма вĕрентессине», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Зоя Филиппова Михаил Игнатьева çакăн пек хăйне пысăк хак панăшăн тав тунă. «Чăваш Республикин Архиологи картти» наукăпа тĕпчев ушкăнĕнче нумай çулсем хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе хисепе тивĕçнисене: Александр Юрьевич Березина, Наталья Степановна Березинăна, Борис Васильевич Каховскийне, Евгений Петрович Михайлова, Николай Станиславович Мясникова патшалăх наградисене илме тивĕçнĕшĕн пысăка хурса хакланă. «Шăпах та, вĕсем археологи карттипе тимлĕн ĕçлесе пыраççĕ. Профессионалсем хăйсене шанса панă ĕçе пысăк шайра пурнăçлани хăйех Тăван çĕршыва юратнине çирĕплетсе парать. Çаксем Раççейе вăйлăрах тата пуянрах тума пулăшаççĕ!», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш патшалăх институтĕнче гуманитари наукисен аслă ĕçченĕ Евгений Михайлов архиологи тĕпчевçисен ĕçне пысăка хурса хакланишĕн тав тунă. «Чăваш Республикин Архиологи карттине Василий Каховский Раççейри паллă архиолог 100 çул çитнине халалланă. Çак паянхи пысăк наградăна тивĕçни малашне тата та курăмлăрах ĕçлеме витĕм кӳрессе ĕненетпĕр», - тенĕ вăл.

РФ Президенчĕ Владимир Путин пысăк технологисене ытларах тĕпе хума тĕллев ларттарнине паян регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тепĕр хут аса илсе хăварнă. Промышленноçра, медицинăра, оборона тытăмĕнче ӳсĕмсемпе палăрма хушнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Вăхăтăн çĕнĕ йывăрлăхĕсене эпир тивĕçлĕ хурав паратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çĕршывăн оборона предприятийĕсенче чăвашсен ăсчахĕсем тарăн йĕр хăвараççĕ, çар техникипе çыхăннă ĕçсенче те тивĕçлĕ вырăнта. Калăпăр, «ЭЛАРА» Наукăпа тĕпчев прозводствинче вăй хуракан Архипов Владимир Алексеевич, Львов Сергей Пименович, Олаев Виталий Алексеевич, Тимофеев Николай Валерьевич, Углов Андрей Александрович кĕске вăхăт хушшинче МИ вертолет маркисем валли ИЛС-28 электронлă оптика блокĕ хатĕрленĕ, ют çĕршывра калăпланса тухакан таварсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ.

Хыпар тата фото ҫӑлкуҫӗ => ҫакӑнта

Фотоӳкерчӗксем (суйласа илнисем) => ҫакӑнта