«ЧĂВАШ ЕНЕ МУХТАСА» ФЕСТИВАЛЬ-КОНКУРС МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ

22.04.2018 21:15 | просмотров: 1696

Иван Яковлева халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс малалла пырать

 

Иван Яковлева халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс малалла пырать

Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнĕ май республикара пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ тата Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ наци библиотеки пулӑшнипе патриарха халалланă литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсем хушшинчи конкурс-фестиваль йӗркелерӗҫ.

Асăннă конкурс-фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – Тăван Енĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата професси ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Иван Яковлевăн таса та ҫутӑ сӑнарне туллин уҫса парасси.

Çак конкурс-фестивале ирттерсе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн Тăван Енĕмĕрĕн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвĕн шайне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулăх кăтартакан ачасене хавхалантарасшăн. Çавăн пекех вĕрентекенсене тата ÿссе пыракан ăрăва уроксем хыççăн та пултарулăх енĕпе тата та тĕплĕнрех ĕçлеме хистесшĕн.

Хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире хаклăпăр. Вĕсем «Юрлас тата кĕвĕ калас ăсталăх (автор кĕввисене уйрăм ушкăнра хаклăпăр)», «Музыка хайлавĕ», «Литература хайлавĕ(проза тата поэзи)», «Литература вулавĕ», «Театр ăсталăхĕ» енсĕмпе хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççĕ.

Конкурс-фестивале хутшăнакансем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чехи, Ангола, Камерун, Конго, Кени, Туркменистанпа Узбекистан, Кыргызстан тата ытти çĕршыври çамрăксем тăратнă. Хальлĕхе хутшăнакансен йышĕ 70 яхӑн çынпа танлашать. Çавăнпа та конкурс-фестиваль тĕнче шайне тухрĕ тесе палăртатпăр.

Конкурса 2018 ҫулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕтĕмлетеҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хавхалантараҫҫӗ.

Хисеплĕ ачасемпе ҫамрӑксем!

Литературӑпа музыка хайлавӗсен «Чӑваш Ене мухтаса» халӑхсем хушшинчи конкурс-фестивалӗ 2018 ҫулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пырать. Хăвăр ӗҫӗрсене конгреса ярса(кĕртсе) пама васкăр! Кĕтетпĕр!

 

Вера Архипова, ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи.