СТАНИСЛАВ САТУР: «ВĂРĂМ СĂВĂСЕМ ÇЫРМА ВĂХĂТ ÇИТСЕ ПЫМАСТЬ»

16.04.2018 12:39 | просмотров: 231

 

 

Станислав Сатур Станислав Никоноров Канаш районĕнчи Ушанарта кун çути курнă. Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. Малалла тĕрлĕ хаçат-журналта, «Юратнă кĕнеке», «Шурăмпуç çути», «Радуга над Волгой», «Атăлпа тинĕс хушшинче», «Мужской разговор», «Скандинавия – Поволжье», «50×/50» пĕрлехи сборниксенче пичетленнĕ. «Чĕре хĕлĕхĕсем» сăвăсен пĕрремĕш кĕнеки 1993 çулта тухнă, ун хыççăн «Кăмăл тĕкĕрĕ» 1997%, «Сăмах» 2001%, «Сăмах майăн» 2002, «Чун вĕçевĕ» кăларăмсем кун çути курнă. 2017 çул вĕçĕнче автор пире «Юхăмра» кĕнекепе савăнтарчĕ. Паянхи калаçу шăпах çав кĕнеке тата чăвашлăх ыйтăвĕсем тавра пырĕ.

Пĕрешкел юхăмра

- Кĕнекӳне эсĕ «Юхăмра» ят панă. Мĕншĕн.

- «Юхăмра» тени кĕнеке авторĕ пурнăç юхăмĕнче пурăннине пĕлтерет. Çакă вара автор шухăшпа тата кăмăл-туйăмпа иртнинчен, пулассинчен çакланмасăр хальхи самантра пулнине çирĕплетет. Хайхи «кунта тата халĕ» самант шăпах пурнăç пулса тăрать. Юхăмра пулни эсĕ хăв та юхăм е хум пулни çинчен калать.

- Эсĕ кун пек каласан мана тӳрех Геннадий Айхин «Здесь» сăвă кĕнеки аса килчĕ. Унта та автор темле юхăмра пулни, хăйне евĕрлĕ вăйпа тавралăхра вĕçни сисĕнет.

- Асăннă кĕнекесене çыраканĕсем пĕрешкел юхăмра пулнипе аса илтĕр ĕнтĕ çакна. Чăнах та, «Здесь» кĕнекере Айхи поэт кунĕленни, лăпланни е ыйхăлани, тĕрĕсрех, чăн пурнăçпа тĕлĕк чиккинче пулни, Турă ăсне парăнни тата ăна хăйне ертсе пыма ирĕк пани сисĕнет. Поэт тулаш тĕнчери лару-тăру аталанăвĕн хушши-хуппине кĕмест, хăй йăтса çӳрекен энергипе ытларах ĕçлет. Çавăншăн ĕнтĕ вăл хăйне тата хăйĕнче Турă çыннине тупнă, çавăншăнах хăйĕн вăй-халĕпе тивĕçлĕхне асра тытса ĕçленĕ.

Çутăпа юрату вăйĕ

- «Хăйĕнче Турă çыннине тупнă» тенĕрен сана çакăн пек ыйту парам-ха: çын юхăмра пулни, сан шухăшупа, Турăпа юлташлă пулнине пĕлтерет-им.

- Пĕлтермесĕр. Паллах, пĕлтерет. Турă юхăмри çынна çул уçса парать, лешĕ вара çăмăллăн та чăрмавсемсĕр, çав вăхăтрах пĕр тăхтаса тăмасăр çав сукмакпа каять. Паллах, пирĕн ĕмĕте ĕçлеттерекен вăй çутăпа юрату энергийĕ, Турă энергийĕ пулнине асра тытмалла.

- Апла эсĕ пирĕн ватăсем: «Ăçта юрату - унта çутă» - тенипе килĕшетĕн.

- Паллах, унтан та ытларах, çутăпа юрату вăйĕнче пире кирлĕ пĕтĕмĕшле ăс, информаци, мĕн пур пĕлӳ пуррине те туйса тăратăп.

- Ахальтен мар пулĕ кĕнекӳнте юрату лирики паллă вырăн йышăнать. Çавнашкал сăвăсем мĕнле лару-тăрура çуралаççĕ.

- Кирек епле поэзи те пурнăçри пĕр-пĕр ыйту е ĕç-пулăм ăса хускатнипе çуралать. Поэт чĕререн пăлханса тухакан шухăш-туйăма уçса пани чăн-чăн лирика пулса тăрать. Вăл çивĕч туйăмсăр пулмасть. Çав вăхăтрах шухăшĕ те кирлĕ. Юрату лирикине те çыннăн чĕрери пăлханăвĕ хĕм парса тăмасть-ши. Ку çаплах-тăр. Сăввăмсенчен ытларахăшĕ ăс-хакăл лирики еннелле сулăннă пулин те кĕнекери юрату сăввисене интимлă тенĕ пулăттăм. Анчах интимлă лирика йăпанчăк поэзи тенине ан пĕлтертĕр. Ан тив, унта хальхи пурнăçри пысăк пулăмсем ан курăнччăр, пурнăç вĕресе тăни те ан сисĕнтĕр. Чи кирли интимлă лирикăра та тĕпре - этем кăмăлĕ, характерĕ, пурнăçĕ. Шăп çакăнта ĕнтĕ, çыннăн шалти тĕнчине ӳкерсе сăнланинче, юрату лирикин уйрăмлăхĕсем курăнаççĕ.

Кĕске сăвă - çивĕч сăмах

- Санăн сăввусем пĕчĕк калăпăшлă пулнин сăлтавĕ мĕнре-ши.

- Эпĕ сăвăсене кĕскен, хĕссе çапса çырнине кăмăллатăп. Çитменнине, вăрăм сăвăсем çырма мана юлашки çулсенче вăхăт та çитсе пымасть. Эпĕ ку таранччен тăван килте, сĕтел хушшинче лăпланса ларса сăвă çырманпа пĕрех. Кĕске сăвăсем эпĕ кăна çырмастăп. Юлашки вăхăтра лирикăллă хайлавсен калăпăшĕ пĕчĕкленсе пырать. Çакă поэтсем паянхи вулаканăн информаци пусарăвĕ нихçанхинчен пысăккине, çавăнпа унăн вăрăм сăвă-поэмăна вулама вăхăчĕ çуккине туйса тăнăран килет пулмалла. Сăвăсене кĕскен çырни шухăша çивĕчлетме пулăшать, сăнар хăватне ӳстерет.

- «Чăвашлăх чирĕ» - тăван халăх пурнăçне чуна çӳçентерекен мелпе уçса кăтартнă сăвă.

- Сисĕмлĕ чун-чĕреллĕ кашни чăваш паянхи кун хăйĕн умĕнчи лару-тăру хăрушлăхне туйса йышăнать. Çавăнпа халăхăмăр йышĕ чакнине чăваш чĕлхи çывăх вăхăтрах çĕр çинчен çухалма пултарассипе çыхăнтарать. Анчах куншăн никам та мар, хамăрах айăплă. Пире татăклă улшăну кирлĕ. Паллах, эпĕ хальхи лару-тăрăва паян-ыран улăштарма пулать теместĕп. Анчах вăл улшăнтăр тесе пирĕн пĕтĕм вăя парас пулать. Хăçан та пулин мар, халех! Лару-тăрăва тĕпрен улăштарма шанăç пур пек туйăнать.

- Камсен вăйĕпе.

- Енчен те хăй вăхăтĕнче хутла пĕлменлĕхпе общество вăйĕпе кăна кĕрешнĕ, енчен те пĕтĕмпех вĕрентекенсен ырă кăмăлĕнчен çеç килнĕ пулсан халăх çутта тухĕччĕ-ши. Çук. Вĕрентӳ пулăшăвĕ пĕр пĕтĕм системăна кĕрет. Унăн тухăçлăхĕ патшалăх вăйĕнчен килет. Кунта чи лайăххи - пĕр ача та манăçа тăрса юлманни. Тата кашни вĕрентекен - хутран-ситрен анчах ырă тăвакан мар, эпĕ маларах асăннă системăн сыпăкĕ пулса тăни.

- Паллах, илĕртӳллĕ ку. Анчах çавна йĕркелеме тӳр килĕ-ши.

- Чăнах та, эпĕ каланине хăнăхма йывăр. Анчах пирĕн чĕлхемĕре упраса хăварса халăх пулса юлма урăхла май çук. Акă, ача йывăр чирлесе ӳксен ăна тухтăр пулăшнине никам та хирĕçлемест. Больницăна хураççĕ, сиплев палăртаççĕ - çак ĕçсене хăвăрт та пĕр тăхтамасăр тăваççĕ. Ача чун тĕлĕшĕнчен чирлĕ пулсан вара пирĕн ĕç-пуç мĕнле аталанать-ха. Уйрăмах ача ӳснĕ, вĕреннĕ, ĕçленĕ, чун-чĕрене пăсма паракан лару-тăрура халăха çухатма тытăннă чухне. Е тата эпир ачан чунсăрлăхне, намăссăрлăхне, сăпайсăрлăхне, хаярлăхне курсан.

- Нимех те.

- Мĕншĕн эпир кун пек чухне сăмах-юмах, статьясемпе тĕрлĕ хут айне пулатпăр. Вăхăт вара хăйĕн ĕçнех тăвать, ача хăйĕн несĕлĕсен асапĕсене, ĕмĕчĕсене, шăпине сума суса чĕри патне илейменрен, вĕсенчен вĕренсе пырайманран унăн хăйне хăй хисеплеслĕхĕ чакма пуçлать, çавна май вăл чун ăшши тĕлĕшĕнчен тамалса, чун тасалăхне упраса хăвармасăр çынлăхран тухать, тискерленет. Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕн чĕлхинчен сивĕнсе манкурта тухать. Эпир вара çаплах çыратпăр, сăмах ваклатпăр, чĕнсе каласа чăрмантаратпăр, намăслантаратпăр, ӳкĕтлетпĕр.

- Ман шухăшпа, ку пĕтĕмпех çак ыйтăва татса пама йывăрринчен килет.

- Сăмахăмăр шăпах çавăн çинчен пырать те. Апла тĕрĕс методика хатĕрлес пулать. Халех. Енчен те çак ĕçе специалист-ăсчахсем тытăнмасан, ыйтăва патшалăх шайĕнче татса памасан - пĕтетпĕр. Эпĕ сĕнекен ĕç хăй тĕллĕн пулса пырас çук.

Чĕлхе - хăрушлăхра

- Мĕн тума сĕнесшĕн эсĕ.

- Иккĕмĕш утăм тума. Пĕрремĕшне революци хыççăнах тунă: çюршывра чăваш шкулĕсем уçнă. Паян чăваш чĕлхине патшалăх шайĕнче сыхламалла. Ку вара ăсчахсемпе патшалăх ĕçченĕсен ĕçĕ. Эпĕ чĕлхе сыхлавĕ кирлине çеç çирĕплетесшĕн, вăл мĕнле йĕркеленсе пыни вара, тепĕр тесен, - техника ыйтăвĕ. Çак системăн сапаланчăк уйрăм сыпăкĕсем пур та ĕнтĕ. Ăнланмалларах пултăр тесе эпĕ каллех танлаштарса кăтартăп. Пĕтĕм халăха вĕрентес ĕç пулман чухне те патшалăх вак халăхсем валли тăван чĕлхепе вĕренмелли шкулсем е ытти йышши вĕрентӳ çурчĕсем уçнă. Мĕншĕн тесен тĕттĕм халăх патшалăха аталанма чăрмантарнă. Çапла системăн юлашки сыппи кăна пулнă.

- Эпир сан кĕнекӳ пирки сăмах пуçарса акă ăçта çитсе тухрăмăр.

- Мĕншĕн тесен кунта пĕри тепринпе çыхăннă. Чăваш чĕлхи вилсен ман кĕнекесене вулакансем те юлмĕç.

- Эпĕ пурнăçра çынна ĕненме хăнăхнă. Халĕ эсĕ каланисене ĕненсе йышăнас килет... Чăнах та. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çĕршывăмăра кăна мар, пирĕн чунсене те аркатрĕç пулмалла.

- Ку чăнах та çапла. 1990-1994 çулсенче Чăваш Енре 2444 çын пурнăçран хăйĕн ирĕкĕпе уйрăлнă. Ун çинчен республикăра тухса тăракана пĕр хаçатра çырнăччĕ. Чуна чуралăхран тасатаймасăр асапланакансем, ăна амантса пĕтернĕскерсем халĕ те темĕн чухлех. Арканнă шăпасемпе пурнăçсем, «мĕншĕн эпĕ кунта, ку тĕнчене эпĕ мĕн тума килнĕ.» йышши ыйтусене хурав шыракансем.

Хут çинче - пуçри кăмăл

- Эсĕ юлашки çулсенче Чăвашран аякра вăй хуратăн. Ютра шăрçаланакан йĕркесем ытларах мĕн çинчен.

- Чĕрĕк ĕмĕрĕм ютра ĕçлесе çӳренипех иртрĕ. Анчах çакă эпĕ халăхран уйрăм тăнине пĕлтермест, чунпа чун хушшинчи ырăлăх мĕнне манса тулăх пурнăç шырани çинчен те каламасть. Çав ырлăха ялан сĕткен парса тăракан тымар - эпĕ çуралса ӳснĕ вырăнсем. Эпĕ унта час-часах пулатăп. Халĕ те атте-аннен юхăнма пуçланă кил-çуртне юсаса тирпей-илем кĕртес тесе тăрăшатăп. Çывăх вăхăтрах унта тĕпленсе пурăнăп-ха. Чăвашлăхран та писес çук. Пурнăç юхăмне, çав юхăмăн юхаслăхĕпе туллилĕхне туйма эпир пурнăçăн мĕн пур самантĕнчен пăрăнса иртмен чухне анчах пултаратпăр. Çав юхăма кĕрсе каяс тесен пирĕн кашни саманта сиссе-туйса пурăнмалла. Сăввăмсене шăпах çавнашкал сисĕм-туйăмпа ăс-хакăл ӳкерчĕкĕсем теме пулать.

- Вăл е ку сăвва, хайлава çырма ларсан умна мĕнле тĕллев лартатăн.

- Эпĕ тĕллевлĕ сăвăсем çырма тăрăшмастăп. Пуçа килнĕ шухăш хут çине хăйне хăех, çăмăллăнах тухса выртать. Сăвă çырасси - маншăн пысăк киленĕç! Шел, пурнăçра мана çыру ĕçĕпе тĕпленсе ларса ĕçлеме тӳр килмерĕ. Унтан-кунтан вăхăт тупса кăна çыркалатăп.

- Ку яхăнти ĕçĕр-хĕлĕр çинчен те пĕлес килет.

- Çĕнĕ сăвăсем хайланисĕр пуçне вырăс юррисен тексчĕсене 200 ытла куçарса пĕр кĕнекелĕх хатĕрлерĕм. Халĕ хамăн черетлĕ отпуск вăхăчĕпе усă курса «чăваш» сăмах пулăвĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен наука-публицистика статйи çырма пуçларăм.

- Паянхи вулакана мĕн сунасшăн.

- Çапла калас тетĕп: ăслă кĕнеке вулăр. Самана кукри-макринчен пăрăнса тăмасăр малалла хăюллăн куç ывăтăр. Пурнăçра тем тĕрлĕ йывăрлăх та килĕ, вĕсенчен хăтăлма сирĕн ăс та, вăй та, шалти çирĕплĕх те çиттĕр.

Надежда СМИРНОВА калаçнă («Хыпар»)