«СИЛПИ АСАМАЧӖ» - ФЕСТИВАЛЬ-КОНКУРС

10.04.2018 15:10 | просмотров: 1539
«СИЛПИ АСАМАЧӖ» - ФЕСТИВАЛЬ-КОНКУРС

Иртнӗ эрнере Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен VII «Силпи асамачӗ» фестиваль-конкурс ирттерессипе ӗҫлӗ канашлу иртнӗ.

Администрацин социаллӑ аталану управленийӗн ертӳҫи Олег Данилин уява йӗркелес енӗпе ятарлӑ йышӑну тунине, унӑн программипе ӗҫ планӗ хатӗррине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенчи мероприяти РФ Президенчӗн фончӗ пулӑшнипе иртӗ.

Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Яковлев тата хулари «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗн директорӗ Людмила Джима та сӑмах каланӑ. Хӑнасем хамӑр республикӑри районсемпе хуласемсӗр пуҫне Тутарстанпа Чӑваш Республикисенчен, Ӗрӗнпурпа Самар облаҫӗсенчен ҫитмелле. Фестиваль-конкурсӑн суйлав турӗ «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗнче иртет пулсан гала-концерта хулари Тӗп культура керменӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл 16:00 сехетре пуҫланӗ тесе «Урал сасси» хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.

Галина Никитина

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чăваш халăх сайчĕ