ТӖРӖК КИНОВӖН ФЕСТИВАЛЬНЕ ЧӐВАШ ЕН ТЕ ХУТШӐНАТЬ

19.03.2018 13:09 | просмотров: 1678

«Хорло» фильмри самант

«Хорло» фильмри самант

Чӑваш Ен Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк киновӗн фестивальне хутшӑнать. Кинофорума пуш уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ.

Вӑл Стамбулта пӗлтӗр иртнӗ Тӗрӗк тӗнчи кино ассоциацийӗн президиум ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе пулать. Кинофорум валли Тутарстана суйласа илнине темиҫе сӑлтавпа ӑнлантараҫҫӗ. Тутарсен, сӑмахран, мӑсӑльман киновне ирттерес опыт пур тата республикӑра халӑхсен йӑли-йӗркине аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Тӗрӗк киновӗн фестивальне Турцирен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Узбекистанран, Азербайджанран тата Туркменистанран килсе ҫитмелле. Хамӑр ҫӗршыври регионсенчен, Тутарстансӑр пуҫне, Пушкӑртстанран, Якут Республикинчен, Хакас Республикинчен тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енрен хутшӑнмалла.

Пирӗн республикӑри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсем Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗпе кайӗҫ.

Таисия Ташней, Чăваш халăх сайчĕ