МИХАИЛ КОНДРАТЬЕВӐН «ҪӖР ҪАВРА ЮРРИНЕ» ХӐТЛӖҪ

13.03.2018 13:58 | просмотров: 1912
МИХАИЛ КОНДРАТЬЕВӐН «ҪӖР ҪАВРА ЮРРИНЕ» ХӐТЛӖҪ

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «ҪӖР ҪАВРА ЮРӐ — СТО СТРОФ — ONE HUNDRED STANZAS. ИЗ ЧУВАШСКОЙ НАРОДНОЙ АФОРИСТИЧЕСКОЙ ПОЭЗИИ» кӗнекене хӑтлӗҫ.

Ҫак кӗнекене ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев кӑларнӑ.

Михаил Кондратьев шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑвашсен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввисем тухӑҫ поэзине — перссен рубайне, яппунсен танкине, турккӑсен манине — ҫывӑх. Чӑвашсен «ҫавра юрӑ» ӑнлав пур.

Тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсене Михаил Кондратьев темиҫе ярӑма уйӑрнӑ. Вӗсене вырӑсла тата акӑлчанла куҫарни те, ӑнлантарса пани те пур. Кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ.

Кӗнеке хӑтлавӗ Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче 14 сехетре пуҫланать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 23-03-17, хушма номер 144.

Вика Сорокина

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чăваш халăх сайчĕ

 

Аялта: кăларăма васкаварлă пăхса тухни

Фотографии