«Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманс чӑвашлӑх увӗ пулса тӑчӗ

15.09.2021 18:00 | просмотров: 839
«Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманс чӑвашлӑх увӗ пулса тӑчӗ

Салам сана, сап-сарӑ тумлӑ,

Пуян та ҫутӑ кӗркунне!

Кучченеҫпе сӗтел халь тулӑх,

Савӑнтарать пире парне.

Ямаш сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе пуҫланчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш поэзийӗн, юрри-кӗввин уявӗ. «Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманса ылтӑн тумлӑ кӗркуннене халалласа республикӑри тӗп библиотека пĕтĕм Раççейри «Культурная суббота» акципе килӗшӳллӗн иртеттерчӗ. Савӑнӑҫлӑ уява илем кӳрекенсем – чӑваш ҫыравҫисем, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорӗ тата уйрӑм юрӑҫсем.

Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл пуянлӑхне, культура эткерлӗхне упраса хӑварас тесе Чӑваш наци библиотеки, чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗсем тата Чăваш патшалăх академи симфони капелли пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Наци библиотеки хӑйӗн 150 ҫулхи тапхӑрӗнче халӑха литературӑпа тивӗҫтерес, кӗнекепе ҫывӑхлатас, вулама хӑнӑхтарас, илентерес тӗллевпе нумай тӑрӑшать. Ҫак шӑматкун вулавӑш чӑваш сӑвӑҫисен хайлавӗсене вулакан патне ҫитерес тӗлӗшпе ҫыравҫӑсемпе вулакансен тӗлпулӑвне йӗркелерӗ.

Кӑҫал чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитрӗ. «Халӑх ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», - тесе палӑртнӑ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр И.Я. Яковлев. Чӑваш сӑмахӗн ӑстисем иксӗлми илемлӗхӗпе тата пуянлӑхӗпе тыткӑнлакан тӑван чӗлхене сума сурӗҫ. «Чăваш сăвви, чăваш сăмахĕ  - Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси вырăнне пулӗ», - кӗрлерӗ Атӑл ҫийӗн кӗрхи ӑшӑ кун кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишшин хайлавӗнчи йӗркесем. 

Поэзи тата литература анинче вӑй хуракансем - чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Азамат, Лидия Филиппова, Альбина Юрату, Светлана Березкина, Владимир Мишшан, Елена Светлая чунран шăранса тухнă сăвăсене янраттарчӗҫ. Сӑвӑсенче - чӑваш ҫыннин пурнӑҫӗ, шухӑш-туйӑмӗ, кӑмӑл-сипечӗ. Ҫавӑн пекех - ЮРАТУ. Ҫутӑ таса, илемлӗ те сăваплă, илĕртÿллĕ те черчен, хăватлă ЮРАТУ. Çутçанталăка, кĕркуннене, тăван çĕршыва, атте-аннене, туссене, тăвансене юратни.

Пултаруллӑ ҫын пӗтӗм енлӗ пултаруллӑ. Акци-мероприятие хутшӑнакансем ҫакна тӗппипех ҫирӗплетсе пачӗҫ. Хаваслӑ уявра илӗртӳллӗ, пултаруллӑ, черчен, чӑваш чунлӑ хӗрарӑм-сӑвӑҫсем Чӑваш наци конгресӗн хастарӗ Светлана Азаматпа Альбина Юрату та пулчӗҫ. Вӗсен сӑввисем юрӑ пек янраҫҫӗ - ансат та тарӑн шухӑшлӑ, кӑткӑс та илӗртӳллӗ. Ҫурхи ӑшӑ вӑркӑш пек ачаш вӗсем, ирхи сывлӑм тумламӗ пек черчен. Сӑмахран, Светлана Азамат  кӗвӗленӗ юрӑсем халӑх юррисем пулса тӑчӗҫ.

Акӑ тата тепӗр сӑвӑҫах илер-ха! Пирӗн классикӑн, чӑваш литературин сумлӑ элчин Ҫеҫпӗл Мишшин ятне тивӗҫлӗн тытса пырать профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова. Сӑвӑҫӑн хайлавӗсенчи лирикӑллӑ героӗн савӑнӑҫӗ, хуйхи-суйхи, ӗмӗче-шухӑшӗ, таса туйӑмлӑ юратӑвӗ вулакана питӗ ҫывӑх.

Уяв концертне курма та кăсăклă пулчĕ. Раҫҫей халӑх артисчӗ ертсе пыракан Морис Яклашкин Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорĕ программăна пуянлатрĕ. Классика произведенийӗсемсӗр пуҫне кунта тӗрлӗ жанрлӑ музыка янӑрарӗ: вокал лирикинчен пуҫласа халӑх юрри таранах. Хор чӑваш композиторӗсем Федор Павлов, Григорий Хирбю, Федор Васильев, Аристарх Орлов-Шузьм, Анатолий Михайлов ҫырнӑ юррӑсене шăрантарчĕ. Вӗсене эпир нумай итленӗ, малашне те нумай итлеме хатӗр, мӗншӗн тесен лайӑх юрӑ нихӑҫан та йӑлӑхтармасть, унӑн ҫепӗҫ кӗвви чуна тыткӑнлать, кӑмӑла уҫса ярать, хаваслӑ туйӑм ҫуратать.

Наци вулавӑшӗн хӑнисем - ҫыравҫӑсемпе музыкçăсем - Чӑваш Ен мухтавӗ, Раҫҫей культурин пуянлӑхӗ. Вӗсем чӑваш енӗн пултаруллӑ ҫыннисен эткерлӗхне тӑван халӑх патне илсе ҫитерсе вӗсене хаклама вӗрентеҫҫӗ, чӑвашлӑх туйӑмне хӑват парса наци сумне, чапне ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ!

 «Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманс -  анлă та пĕлтерĕшлĕ чăвашлăх уявĕ пулса тăчĕ. Вӑл тӑван сӑмаха, юрри-кӗввине, чӑвашлӑха пӗр тӗвве ҫыхса пӗрлештерчӗ. Пухăннисем чӑваш юррисене, чӑваш сӑввисене кӑмӑлтан итлерӗҫ, вӗсен илемӗпе киленчӗҫ. Паллах, регионсем шайӗнче иртекен уявсене, тӗлпулусене ирттереси чыс та, яваплӑх та, сумлӑ та.  Куракансем мероприятие ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗшӗн наци библиотекин хастарӗсене, чӑваш ҫыравҫисене, симфони капеллин артисчӗсене тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Пĕтĕм Раççейри «Культурная суббота» акци ҫулран ҫул вӑй илсе пырасса шанса тӑрас килет. Ҫакнашкал касӑклӑ та пӗлтерӗшлӗ тӗл пулусене ҫамрӑк ӑрӑва малашне те хутшӑнтарсан питех те усӑллӑ пулӗччӗ.

Вера АРХИПОВА

Фотографии