Ҫӗнӗ ҫул саламӗ

03.01.2018 21:56 | просмотров: 1671

Хаклӑ тӑванӑмӑрсем, хисеплӗ тусӑмӑрсем!!!

Пирӗн сайта вулаканӑм!!!

ЫРӐЛӐХ САНА, ТЕЛЕЙ САНА, ӐНӐҪУ САНА!!!
Хӑлат пек хастар пул!
Ӑслӑ пул!

Эпир, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем, Ҫӗнӗ ҫул ҫитнӗ ятпа пӗтӗм чун-чӗререн пурне те саламлатпӑр.

Эпир, паянхи пурнӑҫ туртӑмӗсене вичкӗннӗн туйса, халӑхӑмӑрӑн авалхи тата хальхи йӑли-йӗркине тарӑн ӑнланса тӑратпӑр, мӗн курни-туйнине-ӑсланине тарӑннӑн тӗпчесе тӗнчипех саланнӑ юратнӑ тӑван ҫыннӑмӑрсем патне пичетрен тухса пыракан кӗнекесемпе ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Вӑл ӗҫсем пирӗн куллен куҫ умӗнче — иртнӗ ҫул патшалӑх пулӑшнипе тата хамӑр тухӑҫлӑ ӗҫленине кура вӗсен йышӗ виҫӗ теҫеткене яхӑн пулчӗ (шанас та килет, вӗсене пирӗн пата килсе туянма та пултаратӑр).

Эпир сайта лартса пыракан хыпарсем тӑрӑх вӗсемпе эсир те паллашсах тӑратӑр. Малашне те ҫаплах пуласса ӗмӗтленетпӗр! Татах ҫирӗплетсех калас та килет: малашне те ҫаплах пултӑринччӗ!

Пирӗнпе ялан туслӑ пулма тӑрӑшакан интернет-тӗнче уҫлӑхӗнчи хаклӑ вулаканӑм!!! XXI-мӗш ӗмӗрти чӑвашсен аталану ҫул йӗрне ЭСӖ те витӗм кӳретӗн: этемӗн аванлӑхне тата тӗрӗслӗхне чи малти вырӑна хурса пыма тӑрӑшатӑн, ҫынлӑха упрама вӗрентсе ыттисене те каласа-ҫырса кӑтартатӑн, ҫак тавлашуллӑ пурнӑҫра ҫав тери ҫирӗп епле пулмаллине пире те хӑнӑхтаратӑн...

Эппин, кулленхи ӗҫ-хӗлре, кашни пуҫарура вӑл сана ҫирӗп вӑй-хӑват парса тӑтӑр, вара ҫӗнни ялан Ырӑлӑхпа, Хӑватлӑхпа, Пуҫарулӑхпа, Ӑнланулӑхпа кӑна уттартӑрччӗ пире пурсӑмӑра та!!!

Ҫак меллӗ самантпа усӑ курса, пурсӑра та чи малтан ырлӑхпа сывлӑх, ҫителӗклӗ пурнӑҫ, телей, ӑнӑҫу, вӑрӑм ӗмӗр, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем туса пыма ҫирӗп вӑй-хӑватпа иксӗлми халсем сунатпӑр.

Салампа - Ҫӗр ҫинчи мӗнпур ыр(ӑ)лӑха сунса тата малаш туртӑм тилхепине ҫирӗпрех тытса пыма хаваспах Сире хавхалантарсах пыракан Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем.