1-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ кĕнекине пахаларĕç

29.07.2021 00:20 | просмотров: 938
1-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ кĕнекине пахаларĕç

Çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕ тĕлне 1–4-мĕш классем валли çĕнĕ «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнеки кун çути курмалла. Ăна тăван чăваш чĕлхине хула шкулĕсенче суйласа илнĕ ачасем валли хатĕрленĕ. Çĕнĕ кĕнеке пирки паян унăн авторĕсемпе пĕрле хăйсен шухăшĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин ĕçлевçисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата ачасем каларĕç. Вĕсем кĕнеке питĕ кăмăллă пулса тухнине палăртрĕç. «Унти комикс евĕрлĕ хитре ÿкерчĕксем, интереслĕ диалогсем, темăсене епле пайласа йĕркелени ачасемшĕн чăваш чĕлхине вĕренме илĕртÿллĕ», – тесе палăртрĕç хаклава пухăннисем.

Пуçламăш классем валли вĕренÿ кĕнекине хатĕрлеме вĕренÿ институчĕ ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, ĕçе питĕ ăста педагогсене явăçтарнă. Маларах тăватă-пилĕк çул хушши уйрăм шкулсенче ашшĕ-амăшĕ тата ачасем мĕнле йышăннине тĕрĕслесе пăхнă. Çĕнĕ кĕнекере çав хушăра палăртнă çитменлĕхсене йăлтах татса панă, нумай тÿрлетÿпе хушăм кĕртнĕ. «Чăваш чĕлхи» кĕнекепе ачасем чăвашла хавхаланса вĕренессе шанатпăр», – терĕç Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин минитстрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев. Пухăннисем вĕсемпе килĕшрĕç.

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ