Матниязова Ирида. ТУТАРСТАН ЧĂВАШĔСЕМ ТЕ КĔÇТЕНТИН ИВАНОВА ХИСЕП ТУРĔÇ //Урал сасси. - 2021. - Çĕртме, 2.

02.06.2021 12:16 | просмотров: 884
Матниязова Ирида. ТУТАРСТАН ЧĂВАШĔСЕМ ТЕ КĔÇТЕНТИН ИВАНОВА ХИСЕП ТУРĔÇ //Урал сасси. - 2021. - Çĕртме, 2.

 

Мухтавлă поэтăмăр Константин Иванов çÿренĕ урамсемпе‚ сукмаксемпе утса курас‚ вăл сывланă сывлăшпа сывлас‚ курнă-пĕлнĕ тавралăхпа паллашас ĕмĕтлĕ çынсем май уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче пухăнма пултарчĕç. Шăпах çак кун чăваш поэзийĕн классикĕ‚ вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитнине йышпа паллă турĕç.

Çак кун Слакпуçне Тутарстан Республикин делегацийĕ - Аксу районĕнчи ЧНКЦ председателĕ Р.Н. Чентаева‚ Саккам енчи чăваш таврапĕлÿçисен кураторĕ Е.В. Мадуров‚ Аксу районĕнчи Саврăшпуç ял Канаш пуçлăхĕ В.З. НиколаевВ.В. Калуков Аксу районĕнчи таврапĕлÿçĕ тата Нурлат районĕнчи ЧНКЦ ертÿçи Г.В. Терентьева - килсе çитрĕ. Унсăр пуçне уявăн сумлă хăнисен шутĕнче ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Л.И. Мурманская‚ Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ В.М. Яковлев, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Пелепейĕнчи филиалĕн ертÿçи Р.М. Павлов-Илькелри‚ Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ял хутлăх администраци пуçлăхĕ О.В. Зарянова‚ Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ял Канаш пуçлăхĕ И.В. Павлов пулчĕç.
К.Ивановăн çуралнă кунне хатĕрленсе Слакпуç ял çыннисем‚ уйрăмах музей тата культура çурчĕн ĕçченĕсем‚ пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Шăхлич-шăпăрăн йыхравлă сасси янраса тăнă май, хăнасене поэтăн музей-çурчĕ умĕнче çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Уява килнисем мухтавлă ентешĕн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн юсаса çĕнетнĕ музея кĕчĕç. Кунта музей ĕçченĕ Ольга Андреева хăнасене тарават кăмăлĕпе хăй енне çавăрчĕ. К.В. Иванов пурнăçĕ‚ пултарулăхĕ пирки эпир сахал мар пĕлетпĕр-ха‚ анчах хамăр куçпа курни темле пулсан та хаклăрах. Çак пÿртре пулас поэт пурăннă‚ кунтах вăл тĕнчене‚ çынсен юратăвне‚ чун ăшшине туйса çитĕннĕ.
Малалли çул çăлкуç патне выртрĕ. Мĕнле чăваш уявĕ юрăсăр иртĕ? Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнчен килнĕ «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ çула май илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Çапла уява килнисем калаçса-юрласа пырса вырăна çитнине те сисмерĕç. Юрă сасси таврана янранине итлеме, чечексен тутлă шăрши сарăлнине туйма, çитменнине, çанталăк шăрăх тăнине пула, вăйпа тапса тăракан çăл умĕнче тутлă шыв ĕçсе киленекенсен сăнĕсене курма кăмăллă пулчĕ. Çакăнтах хăнасене чăваш тумĕ тăхăнса кĕтсе тăракан шкул ачисем юратнă поэтăмăрăн сăввисене вуласа пачĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕ вырăнти культура çуртĕнче иртрĕ. Концерт программине Слакпуç ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Ю. Андреев салам сăмахĕсемпе уçрĕ. Унтан сцена çине Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ В.М. Яковлев тухрĕ. Вăл чăваш поэзийĕн классикĕ‚ çавăн пекех чăваш халăхĕ пирки чылай ăшă сăмах каларĕ. Уйрăмах ăна ачасен пултарулăхĕ‚ вĕсем илемлĕ сăвă вулама пултарни тыткăна илнине палăртрĕ. Малашне те çакăн йышши уявсене пĕрле пухăнса иртерессе шаннине пĕлтерчĕ. Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă-академик Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председательне В.М. Яковлева «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысларĕ. Аякран килнĕ хисеплĕ хăнасем те нумай ырă сăмах каларĕç.
- К. Ивановăн ашшĕ-амăшĕ питĕ ĕçчен çынсем пулнă. Çав вăхăтра пурте çакăн пек çирĕп çурт лартма пултарайман. Питĕ шел‚ поэтăмăр çамрăклах вилнĕ. Çакă чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату. Чăвашлăхшăн мĕн чухлĕ ĕç тунă‚ мĕн чухлĕ сăвă çырнă пулĕччĕ. Анчах шăпа урăхла пÿрнĕ... Аксу районĕнче 55 ял‚ вĕсенчен 33-че чăвашсем пурăнаççĕ. Унти чăн чăвашсем сăвар-пăлхар вăхăтĕнчи йăласене тытса пыраççĕ. Тăван чăваш чĕлхипе калаçасси 80-120 çула çеç юлчĕ. Урăхла пулмасть. Çапах та çĕр çинчен чăвашăн кĕлетки‚ юрри-кĕвви нихăçан та çухалмасть. Эпир пулнă‚ пур‚ пулатпăр! - терĕ Аксу районĕнчи ЧНКЦ председателĕ Роза Чентаева.
Нурлат районĕнчи ЧНКЦ председателĕ Г.В. Терентьева вара Нурлат хулинчи чăвашсен саламне çитерчĕ. 2021 çулта Тутарстанра Тăван чĕлхесен çулталăкĕ пулнине асăнса хăварчĕ. Нурлатри Туслăх çурчĕн директорĕ тĕлпулăва пушă алăпа килмен. Галина Владимировна ăшă сăмахсем каласа вырăнти культура çуртне асăнмалăх парнесем пачĕ.
- Лаша мĕнле чупать‚ çак ялта пурăнакан чăвашсен те лаша пек малта чупмалла пултăр. Малашлăхра ватти-вĕтти пĕрле пурăнар. Çак ал шăллипе К.Ивановăн 135 çулхи юбилейĕнче пире кĕтсе илмелле‚ унта çăкăр-тăвар пултăр, - терĕ лаша статуэткипе ал шăлли тата Нурлат районĕнче кун çути куракан чăваш хаçачĕн тусĕсен «Асамат кĕперĕ» (унта ачасемпе аслисен ĕçĕсем кĕнĕ) пуххине парнеленĕ май.
Унтан сцена çине пĕрин хыççăн тепри Слакпуç‚ Ярмулай‚ Алексеевка‚ Эрехĕрри‚ Çĕнĕ Хурамал ялĕсен артисчĕсем тухрĕç. «Пилеш»‚ «Илем» тата «Силпи» ансамбльсем куракансене хăйсен юррисемпе тыткăнлама пултарчĕç пулсан‚ «Юлташсем»‚ «Фантазия» тата Слакпуç ялĕнчи ача садĕнчи ташă ушкăнĕсем чăваш ташшисемпе савăнтарчĕç. Анастасия Данилова‚ Елена Данилова‚ Регина Карпова‚ Анастисия Гаврилова тата Светлана Петрова шăрантарнă юрăсем залра ларакан çынсен чĕрисенче ырă туйăмсем çуратрĕç. Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчен килнĕ Виталий Захаров шăпăрçă уяв хăнисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Концерт вĕçленсен те клуб пусми çинче чылайччен шăпăр кĕвви илтĕнчĕ.

Галина Владимировна Терентьева‚ Нурлатри Туслăх çурчĕн директорĕ‚ Нурлат районĕнчи ЧНКЦ председателĕ:
- Чăннипе те эпĕ хавас. Вăтăр виçĕ çул хушши кунта килме ĕмĕтленнĕ. Манăн ĕмĕт тинех пурнăçланчĕ. Вырăнти ял çыннисене‚ Слакпуç ял хутлăх администрацине‚ шкулпа культура çурчĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕ калас килет. Паянхи кун‚ çак çăмăл мар вăхăтра‚ музея тытса‚ ăна упраса пыни чăваш халăхĕшĕн пысăк пуянлăх. Малашне те пĕрле‚ туслă пурăнмалла пултăр. Яланах çак чăваш ялĕнче чăваш чĕлхи‚ юрри-кĕвви янăратăр. Пурне те пысăк тав!

Валерий Зиновьевич Николаев‚ ТР Аксу районĕнчи Саврăшпуç ял Канаш пуçлăхĕ:
- Пирĕн çул çывăх пулмарĕ. Тăван чăваш чĕлхипе калаçакан чăвашсем патне 350-400 çухрăмран килсе çитрĕмĕр. Паян пушкăрт чăвашĕсем тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Хăш-пĕр юрри-ташшисем тыткăнламаллипех тыткăнларĕç. Пирĕннисенчен те ирттеретĕр. Паллах‚ кунта курнине-илтнине хамăр пата илсе çитересшĕн. Малашне те çакăн йышши мероприятисене, Эрĕнпур‚ Самара‚ Ульяновск чăвашĕсем ирттерекеннисене те, хутшăнма чĕнсе каласшăн. Унсăр пуçне çакна та палăртса хăварасшăн: кунти тавралăх пирĕн енчи пек марринчен тĕлĕнтĕм. Вăрмансем‚ сăртсем‚ айлăм‚ çарансем... Хурăнсем мĕн чухлĕ. Чăннипех те кунти çут çанталăк илемлĕ.

Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

 

Матниязова Ирида. ТУТАРСТАН ЧĂВАШĔСЕМ ТЕ КĔÇТЕНТИН ИВАНОВА ХИСЕП ТУРĔÇ //Урал сасси. - 2021. - Çĕртме, 2.