Лира Афанасьева: В.Г.Родионов, Г.Г. Ильина тата А.В.Кузнецов "Пушкăртстан халăхĕсен фольклорĕ" энциклопедине кăларас ĕçе хастар хутшăнчĕç

09.04.2021 12:51 | просмотров: 1100
Лира Афанасьева: В.Г.Родионов, Г.Г. Ильина тата А.В.Кузнецов "Пушкăртстан халăхĕсен фольклорĕ" энциклопедине кăларас ĕçе хастар хутшăнчĕç

Лира Афанасьева, филологи ӑслăлăхĕсен кандидачĕ, Ĕпхÿ патшалăх университечĕн Çтерлӗ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ:

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче «Пушкӑртстан халӑхӗсен фольклорĕ» вырӑсла-акӑлчанла энциклопеди кун ҫути курчӗ. Асӑннӑ кӗнекене 2021 ҫулта Пушкӑртстанра Пӗтӗм тӗнче шайӗнче ирттерекен фольклориадӑна хатӗрленсе ятарлӑ кӑларӑм тунӑ. Кӗнекене кăларас ӗҫре Пушкӑртстан Республикинчи ученӑйсем, фотографсем, художниксем тата ыт. те чылай вӑй хучӗҫ. Энциклопедие халӑх умне тулли информаципе ҫитерес тесе тӗпчевҫĕсем ырми-канми икӗ ҫул ĕҫлерӗҫ.

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн хӑй евĕрлĕхне, жанрĕсене, халӑх сӑмахлӑхне тӗпчекенсем тата ытти ҫинчен словарь статйисене ҫырма Чӑваш Енри тĕпчевҫĕсене те явӑҫтарни паха пулчĕ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлăхĕсен институчĕн филологи енĕн чĕлхе пӗлĕвӗ секцийӗн ӑслӑлăх аслă ĕҫтешĕ, филологи ӑслăлăхĕсен кандидачĕ А.В. Кузнецов, фольклористика секцийӗн ăслăлăх тĕп ĕҫтешĕ (ведущий сотрудник), филологи ӑслалӑхĕсен кандидачĕ Г.Г. Ильина, литература пĕлĕвĕн секцийӗн ӑслӑлӑх тӗп ĕҫтешĕ, филологи ӑслӑлӑхĕсен докторĕ В.Г. Родионов энциклопеди кӑларас ӗҫе хастар хутшӑнчĕҫ.

 

Афанасьева Лира. "Пушкăртстан халăхĕсен фольклорĕ" энциклопеди кун çути курчĕ // Урал сасси. - 2021. - Ака, 1.