Нарăсăн 21-мĕшĕ - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ

20.02.2021 13:48 | просмотров: 347
Нарăсăн 21-мĕшĕ - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ

Нарăсăн 21-мĕшĕ - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунĕ. Ăна ЮНЕСКОн Тӗп конференцийӗн пуҫарӑвӗпе 1999 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ.

Тĕнчере чĕлхесем шутсăр нумай, пĕтĕмĕшле илсен 6 пине яхăн тĕрлĕ чĕлхе тесе палăртаççĕ. Кашни чĕлхе наци культурине палăртакан инструмент, чун-чĕм тата матери эткерне аталантарса сыхласа хăвармалли хатĕр пулса тăрать. Кашни халăх чĕлхи хăйне майлă, кунсăр пуçне тата нацин тĕнче ăнланăвне (менталитетне), йăли-йĕркине палăртакан мелсемпе уйрăлса тăрать. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх тума май парать. 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарăсăн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.

Хыпара хатĕрлеме çак сайтсенчи материалпа усă курнă:

Шупашкарти 6-мĕш гимнази сайчĕ: Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ

Вĕренÿ министерствин сайчĕ: Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Диана Павлова юрăçăн "Одноклассники" социаллă тетелĕнчи сăн ÿкерчĕк