Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ А.Е. Егорова ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламлани

30.12.2020 09:54 | просмотров: 592
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ А.Е. Егорова ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ячӗпе сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа чун-чӗререн саламлатӑп! Пурте кӑмӑллакан ҫак ҫутӑ уявсем чун ӑшшипе пуян, ырӑ улшӑнусем пуласса тата чи хаклӑ ӗмӗтсем пурнӑҫланасса кӗтнипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Иртсе пыракан ҫул ҫанӑ тавӑрса ӗҫленипе, яваплӑ йышӑнусем тунипе, ҫӗршывра ҫеҫ мар, республикӑра та пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисем пулса иртнипе асра юлчӗ. Йывӑрлӑхсем пире ӑслӑрах пулма
хистерӗҫ, вӑйлӑрах турӗҫ, пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатрӗҫ, пурнӑҫра чи кирли те чи хакли ҫинчен – тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсем, пӗр-пӗрне пулӑшса пыни, ыркӑмӑллӑх ҫинчен – шутлама вӗрентрӗҫ.

Историри паллӑ кунсем – Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ уявсем пирӗнте пӗрлехи историпе, мӑн асаттесен мухтавлӑ ӗҫӗсемпе мухтанас туйӑма вӑратрӗҫ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарчӗҫ. «Пӗрле» – «Вместе» слоган ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗ – эпир ҫакна тепӗр хут ҫивӗччӗн туйса илтӗмӗр: пӗрле кар тӑрсан кӑна йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, пуласлӑха хӑюллӑн утма пултаратпӑр.

Хаклӑ ентешсем! Сире тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, тӑван ене юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫакна шанса тӑратӑп: эпир пӗрле, вӑй хурса, пуҫаруллӑ ӗҫлени республикӑна малалла ҫирӗппӗн аталантарма пулӑшса пырӗ.

Ҫитес ҫул савӑнӑҫлӑ событисемпе пуян пултӑр, ӑнӑҫусем парнелетӗр, ҫитӗнӳсем тума вӑй-хал патӑр. Пурне те ырлӑх-сывлӑх, телей сунатӑп. Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин
 Патшалӑх Канашӗн
     Председателӗ                          А.Е. Егорова

 

Дорогие жители Чувашии!

От имени Государственного Совета Чувашской Республики сердечно поздравляю вас с наступающими Новым годом и Рождеством! Эти всеми любимые светлые праздники наполнены особой теплотой и искренностью, предвкушением добрых перемен и исполнения самых заветных желаний.

Уходящий год отмечен напряженной работой и ответственными решениями, значимыми событиями в жизни нашей республики и всей страны. Трудности, с которыми мы столкнулись, сделали нас мудрее, сильнее и сплоченнее, заставили задуматься об истинных ценностях, о родных и близких, о важности взаимовыручки и милосердия.

Знаменательные исторические юбилеи – 75-летие Великой Победы, 100-летие образования Чувашской автономной области наполнили нас чувством гордости за нашу общую историю, ратные и трудовые подвиги предков, дали импульс для новых созидательных свершений. Как нельзя более актуальным был слоган «Пӗрле» – «Вместе»: мы еще раз убедились, что только объединив усилия, сможем противостоять испытаниям и уверенно строить будущее.

Дорогие земляки! Спасибо вам за добросовестный труд, за любовь к родному краю.  Уверена, что наша сплоченность, энергия и инициативность и впредь будут залогом дальнейшего развития республики.

Пусть наступающий год будет щедрым на радостные события, принесет удачу, успех и процветание. От всей души желаю всем крепкого здоровья, счастья и благополучия. С праздником!

 

       Председатель

Государственного Совета

  Чувашской Республики              А.Е. Егорова

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ