Пушкăрт Республикин Çтерлĕ хулинче пурăнакан хастар чăвашсем - Л.Афанасьева тата Л.Коротаева - умлă хыçлă виçĕ кĕнеке кун çути кăтартрĕç

25.12.2020 13:39 | просмотров: 1425
Пушкăрт Республикин Çтерлĕ хулинче пурăнакан хастар чăвашсем - Л.Афанасьева тата Л.Коротаева - умлă хыçлă виçĕ кĕнеке кун çути кăтартрĕç

Çак кунсенче Пушкăрт Республикин Çтерлĕ хулинче пурăнакан хастар чăвашсем - филологи ăслăлăхĕн кандидачĕсем Л.А.Афанасьева тата Л.В.Коротаева - умлă хыçлă виçĕ кĕнеке кун çути кăтартрĕç. Виççĕшĕ те асăннă тăрăхри чăвашсен сăмахлăхĕпе, йăли-мешехипе çыхăннă:

Афанасьева Л.А. Этнолингвистический словарь лексики свадебной обрядности чувашей Республики Башкортостан / Отв. ред. А.В. Кузнецов. – Стерлитамак: Стерлитамакский филиал БашГУ, 2020. – 231 с., илл.

Пушкăртстан чăвашĕсен туй мешехин поэзийĕ / Авт.-хатĕрл. Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева; ăслăлăх ред. А.В. Кузнецов. I пайĕ. – Çтерлĕ: Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, 2020. – 443 с., илл.

Пушкăртстан чăвашĕсен туй мешехин поэзийĕ / Авт.-хатĕрл. Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева; ăслăлăх ред. А.В. Кузнецов. II пайĕ. – Çтерлĕ: Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, 2020. – 427 с.

Çак ĕçсем кун çути курнинче пирĕн институтăн тÿпи те пур: кĕнекесене калăплакансем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕнче упранакан пуян материалпа усă курчĕç, яваплă редактор тата ăслăлăх редакторĕ пулма пирĕн институт ĕçтешне шанчĕç. Хушса панă материалсенче кăсăкланакансем кĕнекен тытăмĕпе кĕскен паллашма пултараççĕ. Çывăх вăхăтрах çак кĕнекесем пирĕн институтăн библиотекинче вырăн тупасса шанатпăр.