Олег Николаев хушнипе Варнавӑна тирпейлесе пытарас ӗҫе йӗркелесе пыракан Правительство комиссине йӗркеленӗ

02.06.2020 16:38 | просмотров: 1126
Олег Николаев хушнипе Варнавӑна тирпейлесе пытарас ӗҫе йӗркелесе пыракан Правительство комиссине йӗркеленӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичĕ Варнава пирĕнтен уйрăлса кайнишĕн тарăннăн хурланни пирки пĕлтерет.  Вӑл ҫӗртме уйăхĕн 1-мӗшӗнче вилнĕ,  90 ҫулта пулнă. Унăн икĕ енлӗ пневмони чирĕ пулнă тесе пĕлтернĕ Чӑваш митрополийӗ.

Варнава митрополит пулса ĕҫленĕ тапхăрта Вырӑс Православи Чиркӗвӗн ĕҫне пысăк тӳпе хывнине, ăна ҫирӗплетесе пынине, Раҫҫей гражданӗсен ăс-тăн тата кăмăл-сипет пуянлӑхне аталантарассишӗн сахал мар тăрăшнине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев. Республика территорийĕнче чиркӳсене хута ярас тӗлӗшпе вăл нумай ĕҫленине те асăннă.

"Чӑваш Енре пурӑнакансем Варнавăна общество ӗҫне хастарлӑн хутшӑннӑшӑн, ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Чӑваш Республикинче нацисемпе тӗнсен хушшинчи тӑнӑҫлӑхпа килӗшĕве упраса пыма витĕм кӳнĕшĕн яланах тав тӑвӗҫ. Унăн пархатарлăхĕ ĕмĕрлӗхех халăх асӗнче упранĕ.  Вӑл пирĕнтен уйрăлса кайни  пуриншӗн те пысӑк ҫухату. Унӑн ячӗ республика историйӗнче тата халăхăн чун-чĕринче яланлӑхах асра юлассине те шанатăп", – тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев хушнипе Варнавӑна тирпейлесе пытарас ӗҫе йӗркелесе пыракан Правительство комиссине йӗркеленӗ.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ