"ЧӐВAШ ЧӖЛXИН ДИAЛЕКЧӖСЕМ: ПУЛСA КAЙНИ, AТAЛAННИ, ТAВЛAШУЛЛӐ ЫЙТУСЕМ" онлайн лекци иртрĕ

23.05.2020 12:55 | просмотров: 302
"ЧӐВAШ ЧӖЛXИН ДИAЛЕКЧӖСЕМ: ПУЛСA КAЙНИ, AТAЛAННИ, ТAВЛAШУЛЛӐ ЫЙТУСЕМ" онлайн лекци иртрĕ

Раççейри, тĕнчери хăрушă вируспа çыхăннă лару-тăрăва пăхмасăр ăслăлăх ĕçĕ аталанса пырать. Турккă ăсчахĕ, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ Бюлент Байрам профессор Zoom программа пулăшнипе on-line конференцисем ирттерет. Кашни эрнере, кĕçнерникунсенче, чăваш чĕлхине тĕпчекен тĕрлĕ ăсчахсемпе лекцисем иртеççĕ. Пĕрремĕш конференцие Н.И. Егоров профессорпа йĕркеленĕччĕ, иккĕмĕшне - Эмине Йылмаз (Джейлан) Анкара университечĕн профессорĕпе ирттернĕччĕ. Виççĕмĕш лекцие ирттерме вара Александр Кузнецов тĕпчевçе шанчĕç. Вăл "ЧӐВAШ ЧӖЛXИН ДИAЛЕКЧӖСЕМ: ПУЛСA КAЙНИ, AТAЛAННИ, ТAВЛAШУЛЛӐ ЫЙТУСЕМ" темăпа лекци ирттерчĕ. Лекцие Турци, Казахстан, Раççей (Чăваш Ен) ăсчахĕсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Ĕçлĕ калаçу сехет çура яхăн тăсăлчĕ. "Атăл-Урал тĕпчевĕсен журналĕ" ирттерекен лекцисем пирки Бюлент Байрам профессор Фейсбукра çакăн пек хыпар вырнаçтарнă:

"İdil-Ural Araştırmaları Dergisi"nin "Çuvaş Konuşmaları" Dr. Aleksandır Kuznetsov ЧӐВAШ ЧӖЛXИН ДИAЛЕКЧӖСЕМ: ПУЛСA КAЙНИ, AТAЛAННИ, ТAВЛAШУЛЛӐ ЫЙТУСЕМ (Çuvaşçanın Ağızları: Ortaya Çıkışı, Gelişmesi, Tartışmalı Konular) başlıklı konuşması ile devam ediyor. Konferans Dili : Çuvaş Türkçesi. Konferans Tarihi: 21.05.2020. Saat : 16.00 (Türkiye).: 16.00 (Şupaşkar-Çuvaşistan / Rusya Federasyonu). : 19.00 (Türkistan-Kazakistan)

Çитес лекцие турккă ăсчахĕ, Türk Dil Kurumu (Турцин чĕлхе пĕрлешĕвĕ) пуçлăхĕн çумĕ, чăваш тата монгол чĕлхисен тĕпчевçи Фейзи Эрсой профессор ирттерет. Ф. Эрсой çак ĕçсен авторĕ: «Чăваш чĕлхин грамматики» (Çuvaş Türkçesi Grameri, 2010), «Тĕрĕк тата монгол чĕлхисен çыхăнăвĕ тата чăваш чĕлхи» (Türk-Moğol Dil İlişkisi ve Çuvaşça, 2012) т.ыт.те.

Хыпара çакăнтан илнĕ: https://www.facebook.com/photo?fbid=10158331957187618&set=a.10150914428757618

 

Турккă ăсчахĕсен тĕпчевĕсем пирки çакăнта, Чăваш энциклопедийĕнче, вуласа пĕлме пулать: ТУРЕЦКОЕ ЧУВАШЕВЕДЕНИЕ

Фотографии