Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020 пĕтĕмлетĕвĕ (çу уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне)

23.05.2020 10:03 | просмотров: 172
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020 пĕтĕмлетĕвĕ (çу уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне)

Кăçалхи диктант вăхăтĕнче тĕрлĕ кăлтăксем пулчĕç. Диктант çырма хатĕрленнĕ нумай çын хăйĕн çак ăнтăлăвне, кăмăлне тивĕçтермесĕр юлни паллă. Пин-пин çын пĕр харăс кĕнине Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайчĕ чăтаймарĕ, ĕçлеме пăрахрĕ. Çавна пула васкавлă хушма мелсем шутласа кăлармалла пулчĕ. Йĕркелÿ комитечĕн хастарĕсем ЧПГĂИ тата ЧРВИ сайчĕсене диктантăн аудио вариантне вырнаçтарчĕç. Анчах та çакăн пирки пĕтĕм халăха тÿрех пĕлтерме май килменнипе нумай чăваш çак майпа усă кураймарĕ. Малашне çакăн пек чăрмавсем пулмасса шанатпăр. Пĕлтĕрхи тата виçĕм çулхи диктант валли йĕркеленĕ электрон почтăсемпе ярса панă тĕслĕхсем те пулчĕç. Вĕсене те тĕрĕслерĕмĕр. Раççей почтипе ярса паракансем те пулчĕç: Светлана Васильевна Чумакова (Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Яманкасси ялĕ) тата Охтярова Наталья Порфирьевна (Çĕнĕ Шупашкар хули). Иккĕшĕ те "5" паллă илме тивĕçрĕç. Светлана Васильевна виççĕмĕш хут çакăн пек мелпе хутшăнать, ачаран чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулма  ĕмĕтленнĕскер, анчах пурнăç кустăрми урăх çулпа илсе кайнăскер, кашнинчех чăваш чĕлхине питĕ лайăх пĕлнине кăтартать. Республика тулашĕнчен те хутшăнакансем сахал мар пулчĕç. Диктант çырма кăмăл тунă пĕтĕм маттура тав тăватпăр! Диктантпа çыхăннă пĕтĕм материал, хыпар-хăнар çакăнта: ПĔТĔМ ЧĂВАШ ДИКТАНЧĔ - 2020

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне çакăн пек лару-тăру:

3741 ĕç (тĕрĕслекенсем патне çитнĕ) - пĕтĕмпе

Чăваш Республикинчен - 3696

Мускав хули - 2

Мускав облаçĕ - 2

Тутар Республики - 25

Пушкăрт Республики - 13

Самара облаçĕ - 1

«5» – 1535 (41%)

«4» –1485 (39,7%)

«3» – 672 (18%)

«2» – 28 (0,7%)

Вуланман, уçăлман е пушă килнĕ çырусем - 24 (0,6%)

Прикрепленные файлы